Апла пулсан нумай сăмахъăн "пĕлтерĕшĕ" вырăс е акăлчан чĕлхинчен куçарсан та çав "пĕлтерĕшех" юлать, апла пулсан мĕн тума куçарас."Резюме" те "резюмех"пулса юлать.Резюме:"то,что сказал Акасапар "Истина",потому что Акасапар самый "истинный" человек.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн Яппун халăхĕн экономикăпа финанс элити яппун çыннисен "менталитетне" улăштарас тесе 15 çултан кая мар "кĕрешнĕ",яппун самурайĕсен менталитечĕ çинчен мансарах каймалла пулнă тĕнчере мала тухас тесен.
Чăвашăн менталитетне улăштармалла тесе И.Я. Яковлев хăйĕн халалĕнче пит уçăмлă каласа хăварнă. Ăçталла туртăнмаллине те кăтартнă. Иртнĕ ĕмĕре Чăваш çĕршывĕ çак çулпа пынине те пурте ăнланаççĕ ĕнтĕ.
Яковлевпа килĕшетпĕр пулсан малалла талпăнмалла. Килĕшместпĕр пулсан- урăх çăлкуç, урăх Данко тупмалла. Пури пирĕн унашкалли? Кам вăл, е Мĕн вăл? Ăçта илсе çитересшĕн вăл пире?
Япони халăхĕ ХХмĕш ĕмĕре "Япони чунĕ + Европа ăсĕ" чĕнÿпе пуçланă. Пирĕн вара, ман шутпа, "Чăваш чунĕ + (тутар, вырăс,чечен)ăсĕ" сăмахсене пуçа хума тиветех.
халăх менталитечĕ тĕлĕшпе мекĕçленетĕр-ха та, хăвăрăн "менталитетăр" еплерех-ха? Тен, çавна та улăштармалла? Е эсир ăна аталану валли юрăхлă тесе шутлатăр?
Испанири Каталонирен кунта килсе чăвашшăн виç пуслăх та пулин усă тăвас текен çынна хырăмран тапма мекĕçленни аван "менталитет"-и?
Володя:"....(тутар, вырăс,чечен)ăсĕ..." Мĕншĕн эскимос, ингуш, украин, француз, чукча, акăлчан, ирçе, каталон, итальян, швед, эстон, ханты, араб, норвег, туарег ăсĕ мар? Мĕншĕн чăваш ăсĕ мар? Е вĕсен ăсĕ сирĕнпе пире юрăхлă мар-и? Мĕн вăл "ăс"?
"Японский дух + европейские знания!",- çак сăмахсемпе Япони халăхĕ ХХмĕш ĕмĕре виркĕнсе кĕнĕ. Çак сăмахсем мĕне пĕлтернине вĕреннĕ этемĕн пĕлмеллех ĕнтĕ.