Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аксар Чунтупай: Г.Н.Архипов: Чӗлхене упраса чӑваш пулсах пурӑнар!

Аксар Чунтупай24.10.2013 21:2619252 хут пӑхнӑ

15 ҫул. Чӑваш наци конгресне ҫакӑн чухлӗ ертсе пырать Геннадий Николаевич Архипов. Мӗн-мӗн тунипе кӑмӑллӑ-и вӑл? Паянхи кун ӑна мӗн хумхантарать, арман чулӗ пек пусарса тӑрать? Сиплев вӑхӑчӗ вӗҫленмен пулин те Геннадий Николаевич пирӗн ыйтусене хуравлама килӗшрӗ.

- Хамӑн тата ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ҫапларах каланӑ пулӑттӑм - ҫӗкленӳллӗ тапхӑрсем те, хавшакланнӑ вӑхӑтсем те пулчӗҫ: пурнӑҫри пекех. Ку чӑнлӑхпа кам килӗшмест - йӗри-таврашри пулӑмсене аса илтӗр, республикӑпа ҫӗр-шыв историне тишкерме те манса ан кайтӑр. «Хура» чӗлхеллисем тем те пӗр пакӑлтатсан та эпӗ нихӑҫан та правительство айӗнче пулман. ЧНК шухӑшне вылянмасӑр уҫҫӑн пӗлтернӗ. Хирӗҫӳллӗ самантсенче те ыйтусене пире майлӑ татса партарма мехел ҫитернӗ. Ҫирӗп принциплӑ ҫул-йӗртен пӑрӑнманранах-тӑр пысӑк шайри чиновниксем те мана: «Пирӗн пек шухӑшласа ӗҫлӗр», - темен. Мӗншӗн тесен эпир ҫынсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусенех ҫӗкленӗрен, чӑвашлӑх ӗҫӗнчи тӳнтерлӗхсене пӗтерме, витӗм кӳме ҫивӗч ыйтнӑран. Сӑмахӑма ҫирӗплетме пӗр тӗслӗх ҫеҫ илсе кӑтартам. Темиҫе ҫул каялла республикӑри хӑш-пӗр шкулта чӑваш чӗлхи урокӗсене эрнере пӗр сехет ҫеҫ хӑварма тытӑннӑ. Кун пирки правительствӑна тӳрех пӗлтертӗмӗр. Тӗл пулса ҫивӗч калаҫнӑ хыҫҫӑн виҫӗ сехет патне каялла таврӑнтарма май килтертӗмӗр. Виҫҫӗ те сахаллине ӑнланса эпир пилӗк сехет ыйтнӑччӗ. Шел те, пирӗн сӗнӳпе килӗшмерӗҫ.

- ЧНК пурнӑҫланӑ ӗҫсенчен тата хӑшӗсем сирӗн асӑрта янкӑр ҫуталса тӑраҫҫӗ?

- Вӗсем нумай пулнӑ ӗнтӗ. Шутласа та, аса илсе те пӗтереймӗн. Ҫапах та пӗр-иккӗшне палӑртам. Эпӗ президентра ӗҫлеме тытӑннӑ чухне Чӑваш наци культура автономийӗсем ҫирӗм саккӑрччӗ. Халӗ - тӑхӑр вуннӑ. Вӗсене йӗркелеме мӗнлешшӗ кӑткӑссине ку ӗҫе хутшӑнманнисем ҫеҫ пӗлмеҫҫӗ. Кашнинех вырӑна тухса, чӑвашсене тупса, пуҫтарса пӗр чӑмӑра пӗрлештернӗ. Ҫынсем хапӑл туса йышӑннӑ фестивальсен шайӗ те ҫулсерен ӳссе-капашланса пырать. Кӑҫал пӗрремӗш хут Чӑваш акатуйне Раҫҫейри тӗрлӗ регионта пурӑнакан чӑвашсемпе пӗрле ирттертӗмӗр. Ытти ҫӗр-шывра тӗпленнӗ тӑванӑмӑрсем те нумайӑн килсе савӑнчӗҫ, туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетрӗҫ. Каласа хӑвармаллах: Акатуй кирлӗлӗхӗ пирки «Хыпар» хаҫат тӑтӑш ҫырчӗ, ӑна пурнӑҫа кӗртме пысӑк пулӑшу кӳчӗ. ЧНК ертӳҫисем пирки тӗрлӗ хавха сарсан та - эпир Конгресс шайне антарса лартман. Пире итлеҫҫӗ, пирӗнпе канашлаҫҫӗ. Чӑвашлӑхшӑн вӑхӑчӗсене шеллемесӗр тӑрӑшакан хастарсене вара чӗререн тав тӑватӑп. Вӗсем нихӑҫан та укҫашӑн ӗҫлемен, вӗсенчен пӗри те патшалӑх бюджетӗнчен шалу илсе тӑмасть. Ҫак шутра - эпӗ те.

- Ку - ҫӗкленсе сӑмахламалли сӑлтавах мар-ха, Геннадий Николаевич. Кӳршӗ республикӑсенчипе танлаштарсан - пушшех. Ку ыйтӑва, патшалӑх шучӗпе тытса тӑракан штатсем Конгресра пулмаллине, эсир пӗрре те хускатман-и вара?

- Хускатнӑ. Тӑватӑ-пилӗк ҫынна шалу тӳлесе тӑма кӑҫалтан укҫа парасла каларӗҫ-ха. Чӑваш халӑх ҫуртне пӗтӗмпех Конгреса парас ыйту та татӑлчӗ теессӗм килет. Кусем каллех республика влаҫӗпе пӗр чӗлхе тупса ӗҫленине ҫирӗплетеҫҫӗ.

- Пурте пӗлетпӗр: халӑх ним ҫукранах пӑшӑрханмасть, тӗрлӗ сӑмах алламасть. Малтан ЧНК тавра чӑмӑртанса ӗҫленӗ пултаруллӑ ҫынсем мӗншӗн ушкӑнлана-ушкӑнлана пайланса кайрӗҫ?

- Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлес терӗҫ-тӗр. ЧНК алӑкне эпир питӗрмен. Вӑл яланах уҫӑ. Килччӗр, сӗнччӗр. Тӗрлӗ шухӑшлӑха эпӗ яланах ырланӑ. Тӗрлӗ шухӑшлӑхран тӗшшине тупса малалла ӑнтӑлма тӑрӑшнӑ.

- ЧНК регионсенче пурӑнакан чӑваш усламҫисене пӗтӗҫтерсе республика экономикине тӗрев парас ҫул ҫине тӑнӑччӗ. Ку ӗҫе йӗркелесе пыма вице-президент та суйланӑччӗ. Пархатарлӑ тӗллев шухӑш шайӗнчех юлчӗ пулмалла.

- Ӑна пурнӑҫлама пӗрремӗш утӑм тунӑччӗ. Анчах тӗрлӗ сӑлтава пула вӑл путланчӗ. Ку ыйту патне таврӑнмаллах. Раҫҫей Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине кӗнӗ май чӑваш усламҫисем пӗрлешсе ӗҫлени пирӗн республикӑна питех те кирлӗ.

- Чӑваш Республикин Конституцийӗнчен «Патшалӑх» сӑмаха кӑларса пӑрахни нумай-нумай ҫынна тӗлӗнтерчӗ, калаҫтарчӗ. Кун пирки ЧНК Президиумӗ хӑйӗн витӗмлӗ сӑмахне мӗншӗн каламарӗ?

- Ҫак йышӑнӑва хирӗҫлесе влаҫ тытӑмне ҫыру янӑччӗ. Шел, ку енӗпе ҫирӗпрех пулаймарӑмӑр. Куншӑн, Президиум членӗсемсӗр пуҫне, эпӗ те айӑплӑ. Манӑн шухӑшӑмпа, кӑна ним тумасӑр ирттерсе ямалла мар, кунпа ҫырлахмалла мар. Шӑмат кунхи форумра Аслӑ пуху ячӗпе ятарлӑ резолюци йышӑнмаллах.

- Чӑвашлӑх еплерех аталанасси влаҫ тытӑмӗсенче камсем ӗҫленинчен ҫав тери нумай килет. Ку енӗпе, ӑста кадрсем, ятлӑ-сумлӑ лидерсем хатӗрлесе вӗсене министерствӑсемпе ведомствӑсене ертсе пыма сӗнессипе, ЧНК вун пилӗк ҫул пачах та ӗҫлемерӗ. Ҫавӑнпах-тӑр Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче культура сферин пӗр представителӗ те ҫук. Тутарстанра та, Пушкӑртстанра та вӗсем пур. Ку ҫеҫ те мар, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ те депутат мандатне илме «тивӗҫ» пулаймарӗ, Общество палатинче те ун валли вырӑн тупӑнмарӗ. Ҫак тӳнтерлӗхе ӑнлантарма сирӗн рецепт пур-и?

- Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче, чӑваш вӑраннӑ, тапраннӑ вӑхӑтра, лару-тӑру халӑхӑмӑра кирлӗ пек аталанма тытӑннӑччӗ. Каярахпа самана хӑвӑрт улшӑнчӗ. Эпир, культура анинче тар тӑкакансем - ӑсчахсем, чӗлхеҫӗсем, писательсем, журналистсем, художниксем, поэтсем, композиторсем, театр артисчӗсем, режиссерсем, музей, библиотека ӗҫченӗсем, халӑх ӑстисем - унӑн таппине хирӗҫ тӑраймарӑмӑр: тискер капитализмра ҫухалса кайрӑмӑр. Влаҫ ҫакӑнпа усӑ курни сирӗн юлашки икӗ тӗслӗхрен те яр уҫҫӑн курӑнать. Апла тӑк - пирӗн улшӑнмалла, хамӑра кӑтартмалла. Чӗлхене упраса чӑваш пулсах пурӑнмалла!

Геннадий Максимов

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2013.10.27 11:58
Аксар Чунтупай
Вĕсем пурте "виçĕ хут" героя та тивĕçлĕ. Хальхи вăхăтра чăваш пулма ай пит йывăр.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.27 12:14
Аксар мĕн йывăррине тупнă эс, шÿтлетĕн паллă.Архиппофф эрех кÿпкелесе Чăваш ятне тивĕçсĕр шая антарчĕ те, халь çÿлелле хăпартма йывăртарах. Анчах чăваш пулма йывăр мар. Пурте кар тăрса паттăрланмасăр чăвашланмалла.
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.27 20:23
Ÿсĕрле конгресс машинипе такама çапăннă.Тарнă.Кайран аран шыраса тупнă.Суд приставĕсем ЧНК счетне çавна пула арестленĕ.Хăйне машина прависĕр хăварнă.Кам пирки çак намăс?Тата мĕнле тĕслĕх кирлĕ сире ЧНК шайĕ пирки?
Якур // 1913.62.8351
2013.10.28 00:23
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: тепĕр канашлуçăна кӳрентерни
Тимӗр // 5210-6943
2013.10.29 21:15
Пуринчен ытла мана тĕлĕнтеретчĕ конгресра нумайрах"здрастье"пулни.Хам вара вырăс-и,француз-и "салам пултăр"-теме тăрăшап.Хăш-пĕр майрасем тутисене пăрнине сисеп.Мĕн тăвас тен?Чăтас пулать.Чăваш пулма çăмăл мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.30 17:55
Архипов:" тискер капитализмра çухалса кайрăмăр."-тет.Ку сăмахсене шухăшласах каларь-шим?.Ман шутпа аптрасах каймарă вăл.Никитинпа тата ытти уçламçăсемпе çывăхланса мул пухкаларĕ.Тата вĕтĕрех,вĕтĕ-вĕтĕ пулăмсене шута илмес те. Не хочу глумиться над больным и поверженным.
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.30 18:07
BOR1959 яланхи пекех тĕрĕс калать. ЧНК ра пуçлăхра чухне тискер капитализмра питĕ меллĕ ларнă вăл.Машина хыççăн машина,хваттер улăштарнă.Çăлкуç кафере укçа тÿлесе курман.Ĕç укçи 30-40 пин.Япăх-им?
2013.10.30 18:43
Аксар Чунтупай
Атьăр-ха çын укçине шутлар мар... Хамăра пĕлер. Параççĕ - илетпĕр. Памаççĕ - çăлкуç шыратпăр. Кам йăнăшмасть-ши? Инкеке лекесси пит çăмăл. Кам кĕрсе ÿксе курнă - пĕлет. Ним туман çын çеç йăнăшмасть теççĕ вĕт-ха.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.30 19:15
Аксар,эс те ухмаха ан пер,тархасшăн,Акапасар пек."Кам йăнăшмасть-ши?"-тесе ма çыран,енчен те тĕшшине пĕлместĕн пулсан?Конгресс пуçлăхĕ пулни(хушаматне çырса йăлăхрăм ĕнтĕ)хăçан укçа килсе паран тесе кăшкăрнисен,апат çимелли вырăна çутă сÿнтернисене стенограммисене илсе кăтартмалла-и?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.30 19:23
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ:

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем