Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Akram: Пире марионеткӑлла конгресс кирлӗ мар

Akram13.10.2013 17:5735240 хут пӑхнӑ

Чӑвашра тухакан "Сӗтев" хаҫатра юлашки номерте Николай Лукиановӑн, историре юлнӑ ЧАП партийӗн лидерӗн республика пуҫлӑхӗн патне янӑ уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленчӗ. Ҫак кунсенче редакци журналистне Илле Иванова экстремизм статьипе суд йышӑнӑвӗ кӑларчӗҫ. «Сӗтев» хаҫат» редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ ҫӗртре хутшӑнчӗ.

Ҫак пурнӑҫра пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑрать. Калӑпӑр, паянхи Чӑваш Наци Конгресӗ Илле Иванова хӳтӗлес ӗҫре пӗр чӗптӗм те хутшӑнмарӗ. ЧНК хӑй те темле аморфлӑ организаци, тӗрлӗ балаган-шоу ирттерекен структура пулса тӑчӗ.

Ансатлатсан, Чӑваш наци конгресӗ халӑха пӗр чӑмӑр пек пӑчӑртаса тӑракан япала пулмалла. Унӑн сферине чӑваш аталанӑвӗ, культури, вӗренӳ, пӗтӗмӗшле каласан пурнӑҫӗпе чунӗ кӗмелле. Паянхи конгресс пач урӑхла.

Халӗ ЧНК президентне суйлаҫҫӗ. "Сӗтев" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ мероприятире хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ:

- Эпӗ чӑваш интеллигенцийӗ пӗтсе ларнине курса, чӑваш культури аталанманнишӗн пӑшӑрханса Николай Лукианова ЧНК президентне лартмалла тесе шутлатӑп. Ман шухӑшпа паян чӑваш правительстви ниме тӑман, халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултарайман структура. Ҫак структура, ЧНК президенчӗн пуканне хӑйӗн ҫыннине парасшӗн. Эппин ЧНК марионетка пулса тӑрать.

Игнатьев эшкерӗ президент ятне пӑрахӑҫларӗ, вӗсен йышӑнӑвӗпе Чӑваш ҫӗршывӗ патшалӑх пулма пӑрахрӗ, чӑваш йышӗ чакса пырать! Малалла вӗсенчен мӗн кӗтмелле? ЧНК та, вӗсен ҫынни ларсан, ҫавӑн пекех мемме пулса тӑрать! Апла ан пултӑр тесен, ЧНК президенчӗ Николай Лукианов пулмалла. Вӑл кӑна чӑваш аталанӑвне чӗм кӗртме, аталанӑва ҫӗнӗ импульс пама пултарӗ.

Анчах та правительство шайӗнчи тӗрлӗ каварҫӑсен планӗпе ЧНК президенчӗ вӗсене итлекен мемме пулмалла. Эппин чӑваш наци халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫине хӗрес лартма тивӗ. Намӑс!

Ман шутпа, конгресс президентне суйласа хунӑ, делегатсене кама суйламаллине пӗлтернӗ, делегатсем ҫине хӑрушла пусӑм пырать. Ҫак плансене аркатас тесен, пирӗн октябрӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умне пымалла, делегатсенчен Николай Лукианова суйлама ыйтмалла. ЧНК президенчӗ – Лукианов Николай Егорович пулмалла! Кама халӑх шӑпи пӑшархантарать, кам хӑйне чӑваш патриочӗ тет, ҫав кун Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче конгрес пуҫланиччен пуҫтарӑнмалла, Лукианова суйлама ыйтмалла! Унӑн программи те пур, ытти кандидатсен нимӗн те ҫук! Мӗн ӗҫлеме пултараҫҫӗ вӗсем?

Мы за Лукианова Н.Е, за будущее чувашского народа. Правительства приходят и уходят, а народ остается. Пока же кукловод остается в тени, умело дергая за нити, запущенный маховик уничтожения чувашской нации набирает обороты. Нам не нужны марионетки и кукловоды!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.27 18:29
ЧНК-на кĕрсе çÿре, Акасапар. ан вăтан. Кунта çырса ларнипех нимех те тăваймăн."вырăс маршĕ"-пе те , тутарсемпе еврейсен уявĕсем пирки те калаç.Тем более калаç хамăрăн халăх пурнăçĕ çинчен.Эс мĕн çураçмалли хĕр пек вăтанса ларан, смелее, Акасапар!Потенциална усă кур, е,тĕрĕсрех каласан, салат халăх телейĕшĕн.
Agabazar // 2328.15.6817
2013.10.27 18:32
Agabazar
ЧНК Шупашкарти "вырăс маршĕ" текенскерĕпе мĕнле позици йышăнĕ?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.27 18:35
Малалла:илтрĕн пуль,Акасапар:Аслă Пухура та Архипов сывлăхне Халăх телейĕшĕн салатнă-çухатнă тесе калама хăтланчĕç.Ыйту тухса тăрать:Вĕсем хăйсем сывах-ши? Е вĕсене пурпĕрех мĕн калани,Акасапар калаçни пекех. Кăштах халăх умĕнче намăса пĕлмелле ĕнтĕ.Мĕн Архипов вăл шахтăра е Çурçĕрте ĕçлесе сывлăхне çухатнă? Паллах,"симĕс çĕленпе" туслашса.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.27 19:21
Марионеткăлла конгресс ан пултăр тесен, унта Акасапара кĕртмелле. Лукианова Президиума кĕртрĕç, СтанЬяла кĕртнĕ, Иллене кĕртмеллеччĕ-вăл пыман, Акасапар хăй кĕмеç-яваплă япала (кунта çыркаласа ларасси мар)тата ыт те.
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.27 19:43
Чнк позицийĕ руский марш пирки клементьев мĕн каланинчен килет.
2013.10.27 20:05
Аксар Чунтупай
Куртăм ĕнтĕ Яковлев мĕнле шоу тунине - Чăваш Жириновскине.Сăмахран, курмастăп-ха эпĕ Тутарстанра чăвашсем чăвашланса пынине. Чăваш шкулĕсем хупăнса пыраççĕ, Анат Камăри вырсарни шкулĕ те чăваш шкулĕ мар ĕнтĕ. Ытти япала пĕтĕмпех укçа хутаççи тавра пырать. Çавă çеç.
2013.10.27 20:08
Аксар Чунтупай
Апла пулсан ма тăратмарĕ-ха вăл хăйĕн кандидатурине ЧНК президенчĕн пуканне йышăнма? Хурав: влаç хÿрешки пулнипе. Тата Укаслова çитме унăн хевти те, .... çитеймĕ.
Agabazar // 2328.15.6817
2013.10.27 21:01
Agabazar
Аксар Чунтупай:"Анат Камăри вырсарни шкулĕ те чăваш шкулĕ мар ĕнтĕ." Асăннă шкула Яковлев текенскер шутсăр хытă тапăннă теместчĕç-и-ха?
Тимӗр // 2170.86.1686
2013.10.27 21:43
Анат Камăра чăвашсем мĕн çав пекех хавшак-им?Каллех Яковлевсăр пĕр утăм та тăваймастăр им?Тутастан тем пысăккĕш,Чăвашстан мар.Пĕр çын çине кăна тиемелле мар.
Якур // 1913.62.8351
2013.10.28 00:13
Ăнлантăм Аксарпа Акапасар пек чăвашсене мĕншĕн ытти халăхсен представителĕсем анчах мар, хамăр чăвашсем килĕштерменнине. Куна ăнланма вĕсем 20:05, 20:08 тата 21:01 вăхăтра мĕн çырнине вуламалла çеç.Мĕн чухлĕ курайманлăх,мĕн чухлĕ хура чунлăх 6 йĕркере. Хăйсем мĕншĕн Таня И. чăвашсене юратманнине сÿтсе явасшăн тата. Тфф-у,çын майлă ĕретлĕ çынсем мар, кай.

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем