Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Лукианов Н.Е. Чӑваш Ен Элтеперӗ патне янӑ уҫӑ ҫыру (чӑвашла вариант)

Аçтахар Плотников02.10.2013 19:2220320 хут пӑхнӑ

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН ПУҪЛӐХНЕ

М.В. ИГНАТЬЕВ ӖМПИЧЧЕНЕ

 

КОПИСЕМ:

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКА ПАТШАЛӐХ КАНАШӖН ПРЕДСЕДАТЕЛЬНЕ

Ю.А. ПОПОВ ӖМПИЧЧЕНЕ

 

ЧӐВАШ НАЦИ КОНГРЕСС ПРЕЗИДЕНТНЕ

Г.Н. АРХИПОВ ӖМПИЧЧЕНЕ.

 

ХИСЕПЛӖ МИХАИЛ ВАСИЛЬЕВИЧ !

 

2013 ҫулхи октябрӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн черетлӗ саккӑрмӗш Аслӑ Пухӑвне ирттерме палӑртнӑ.

Ыттисемпе пӗрле ҫак организацине йӗркелесе ярас ӗҫре май пур таран эпӗ те хутшӑннӑ. Хӑй ӗҫлесе кайнӑ малтанхи тапхӑрта Конгресс, ман шутпа. чӑнахах та чӑваш нацине европӑлла типлӑ наци пек йӗркелесе ярас, чӑваш патшалӑхлӑхне, ун политика системине тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарас, халӑхӑн экономика никӗсне трансформацилес, чӑваш чӗлхи статусне ҫӗклес тесе пысӑк ҫитӗнӳсем тунах. Анчах та, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, ЧНК чӑваш нацине ертсе пыракан, ӑна консолидацилесе чӑмӑртакан вӑй пулма пӑрахрӗ, майӗпен ытларах та ытларах этнокультура ӗҫӗсене анчах туса пырас еннелле сулӑна пуҫларӗ. Тем тесен та, паянхи кун Конгресӑн чӑваш нацине системӑллӑ йӗркелесе тытса пырас вӑйӗ хавшаса сисӗнмеллех чакрӗ.

Конгресӑн пулас Аслӑ Пухӑвне йӗркелес ӗҫе май пур таран хутшӑнас тесе эпӗ ЧНК-н паянхи кунхи лару-тӑрӑвӗ пирки те, ӳлӗмри пуласлӑхӗ пирки те пӑшӑрханмасӑр тӑма пултараймастӑп. Ҫавӑн пирки шухӑшлани, хисеплӗ Михаил Васильевич, ҫак уҫӑ ҫырӑва Сирӗн пата ҫырса яма хисет те ӗнтӗ мана.

Паян Чӑваш наци конгресӗ анчах мар, пӗтӗм чӑваш наци юхӑмӗ хӑй те системӑлла кризисра пулни куҫкӗрет. Паллах, ҫакӑн хӑйӗн объективлӑ тата субъективлӑ сӑлтавӗсем пурах.

Пурнан пурнӑҫра кирек мӗнле обществӑлла юхӑм та цикллӑ, хум евӗрлӗ майпа аталанса пырса пӗр тапхӑр хӑпарса хӑватланса каять, тепӗр тапхӑр вара хавшаса анса ларать. ЧНК йӗркеленсе ҫитсе ӗҫлесе кайнӑ малтанхи вӑхӑтсенче чӑваш наци юхӑмӗ хӑватлӑн ҫӗкленсе кайнӑ пулсан, каярахпа вара объективлӑ майпа ун обществӑри витӗмӗ чакнӑҫем чакса, хавшанӑҫем хавшаса пычӗ. Ку - объективлӑ процесс, вӑл ҫак ӗҫе туса пыракан ҫынсен кӑмӑлӗсенчен те килмест. Тата ҫакна шута илмесӗр хӑвармалла мар: шӑп та лӑп ЧНК йӗркеленсе ӗҫлесе кайнӑ вӑхӑтра рынок хутшӑнӑвӗсем пуҫланчӗҫ. Ҫавна пула Конгреса организацилекенсен тата унӑн ӗҫӗсене туса пыракансен хӑйсен хӗрӳлӗхне ҫав хутшӑнусене адаптациленме яма тиврӗ.

Ак ҫакӑнпа, ман шутпа, чӑваш социумӗн пуҫ ҫӗмӗрттерме ӳркенмен пайӗшӗн ку процесс кӑткӑс та йывӑр пулнине шута илсе, тӗплӗн шухӑшласа пӑхмасӑр тата анализ тумасӑр наци юхӑмӗн, ҫавӑн пекех ЧНК-н та, ӗҫӗ-хӗлӗ хавшанишӗн уйрӑм ҫынсене айӑпласа тиркеме асӑрханарах, тытӑнарах тӑмалла.

ЧНК йӗркелесе янӑ вӑхӑтранпа чӑваш социумӗнче питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Вӗсем глобализациленнӗ тӗнчере те, Раҫҫейре хӑйӗнче те пулса иртекен процессемпе те тачӑ ҫыхӑннӑ. Конгресс йӗркеленсе кайнӑранпа ҫӗршывсем хушшинчи чикӗсем уҫӑлни, Раҫҫей обществи демократизациленни, харпӑрлӑх денационализациленни, рынок хутшӑнӑвӗсем йӗркеленни, сӑмах ирӗклӗхӗ аталанни, пӗтӗм тӗнчери информаци уҫлӑхне кӗни тата ытти революцилле пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем пулса иртрӗҫ. Ҫак питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене тивӗҫлӗ хак пама, вӗсене хӑйӗн кулленхи ӗҫӗнче шута илме пултарайрӗ-и Конгресс, е ҫак процессем пирӗн Конгресс айккипе иртсе кайрӗҫ – ҫитес Аслӑ Пухӑвӑн тӗп калаҫӑвӗ шӑп та лӑп ҫак пысӑк ыйтусем тавралла пулмаллан туйӑнать мана. Паянхи тӗнче аталанӗвӗн хаяр саккунӗсене асӑрхаса пырса, вӗсене шута илсе, хамӑрӑн кулленхи пурнӑҫра вӗсемпе усӑ курса пымасан ниепле те малалла аталанаймастӑн. Анчах та ҫирӗм ҫул каялла хӑйӗн йӗри-тавра халӑхӑн чи хастар та малкурӑмлӑ ҫыннисене пӑчӑртаса пуҫтарма пултарнӑ Конгресс паян ун пеккисене нумайӑшне ҫухатса пӗтерчӗ. Ҫавӑнпа та ЧНКан ҫитес Аслӑ Пухӑвӗн тӗп тӗллевӗ вӑл - Конгреса хӑйӗн малтанхи тапхӑрӗнчи пек чӑваш халӑхӗн ертсе пыракан органӗ пулса туса хурасси. Анчах та паян Конгресс Аслӑ Пухӑвне пухса ирттерес ӗҫе тытса пыракансем ЧНК тӗп тӗллевӗ „чӑваш халӑхӗн хӑйевӗрлӗхне упрасси” анчах тени ҫак Пуху чӑваш халӑхӗшӗн татӑклӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ форум пуласси пирки иккӗлентермесӗр пултараймастех.

Ҫакӑ Конгресӑн Мӑн Канашне такам хӗтӗртсе йышӑнтарнӑ Аслӑ Пуху делегачӗсене суйлама право панӑ организацисен списокне пӑхсан та яр уҫҫӑн курӑнать. Вӑл списока кам хатӗрлесе панине ку таранччен те пӗлме май пулмарӗ. Пӗр япала тӳрех паллӑ - ҫакӑ Конгресӑн чи малтанхи Уставӗнче „ЧНК чӑваш халӑхӗн чи пысӑк представительствӑллӑ пухӑвӗ пулса тӑрать” текен тӗп принципне киревсӗррӗн пӑсать. Делегатсене суйлас йӗрке Конгресс пуҫланса кайнӑранпа иртнӗ ҫирӗм ҫул хушшинче чӑваш социумӗ самана май тӗпренех улшӑнса кайнине пач та шута илменни куҫ кӗрет. Аслӑ Пуху делегачӗсене суйлама право паракан субъктсене пулӑртнӑ чухне ҫавӑн пек улшӑнусене шута илмеллех пулнӑ. Анчах та паян Аслӑ Пухӑва делегат суйлама кӗртнӗ организацисем хушшинчи ытларах пайӗ - патшалӑхпа муниципалитет органӗсем тата бюджетран укҫа илсе тӑракан организацисем. Производство, строительство, сервис, суту-илӳ, ял хуҫалӑхӗ, бизнес сфери, банк учрежденийӗсем, юристсен, спорт, профсоюз, обществолла организацисем тата ытти чӑваш халӑхӗн тӗрлӗ сийӗсене палӑртакан ытти организацисем хӑйсен шутӗнчен Аслӑ Пухӑва делегат суйласа ярайманни вӑл Конгресӑн легитимлӑхне хавшатать кӑна мар, юрӑхсӑра кӑларать.

Ҫавӑн пиркиех ҫитес Аслӑ Пуху чӑваш нацийӗн чӑнахах та аслӑ представителлӗ органӗ пуласси питех те иккӗлентерет мана.

Кунсӑр пуҫне тата паян кун та Уставпа килӗшӳллӗн пулас Аслӑ Пухӑвӑн кун йӗркине палӑртманни вӑл ҫак форума пӗлтерӗшсӗрлетет.

Ман шутпа, ЧНК йӗри-тавра пулса иртекен ҫак кризисла процессем вӗсем Чӑваш патшалӑхӗ хӑй ҫак организаци ӗҫӗнчен аякра тӑнипе те ҫыхӑннӑ. Конгресс малтанхи тапхӑрта питӗ авторитетлӑ пулни вӑл ҫав вӑхӑтра Чӑваш патшалӑхӗпе чӑваш обществи таччӑн ҫыхӑнса ӗҫленинчен те килнӗ. Конгресӑн йӗркелӳ пухӑвӗ те Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1992 ҫулхи майӑн 28-мӗшӗнчи Поставновленийӗпе килӗшӳллӗн пулса иртнине те аса илмесӗр май ҫук.

Ҫаксене шута илсе ӗнтӗ Чӑваш патшалӑхӗн, ЧНК-н шалти ӗҫӗсене тӳррӗн хутшӑнмасӑр, Конгресӑн ертсе пыракан органӗсене Аслӑ Пухӑва хатӗрленес ӗҫе Республикӑн профиллӗ министерствисене, наукӑпа вӗрентӳ институчӗсене, авторитетлӑ ученӑйсене, патшалӑх палӑртнӑ наукӑпа искусство деятелӗсене, наци юхӑмӗн тӗрлӗрен лидерӗсене явӑҫтарса пулӑшса пымаллан туйӑнать.

Аслӑ Пухура Конгресӑн чӑваш наци юхӑмӗн хӑйӗн вырӑнне тупса палӑртса ӑна тивӗҫлӗ статуслантарасси, ЧНК аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрне хывасси, чи пысӑк тӗллевӗсемпе задачисене палӑртса хӑварасси пулмалла.

Кунсӑр пуҫне тата тӑнӑҫлӑ вӑхӑтшӑн халӑх шучӗ хӑрушла чакни, чӑвашлӑх йӑшса пыни, вӑй питти те пысӑк квалификациллӗ ентешӗмӗрсем Республикӑра хӑйсен потенциалне реализацилеме май тупаймасӑр унтан куҫса кайни, халӑх моралӗ хавшаса пыни тата чӑваш нацийӗшӗн ытти пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусене Аслӑ Пухура сӳтсе явмасӑр хӑварма юрамастех.

Ҫавӑнпа та Аслӑ Пухӑва питӗ тӗплӗн шухӑшласа, типтерлӗн хатӗрленсе ирттерсе ямалла. Апла тумасан вӑл Конгресӑн юлашки пухӑвӗ пулма та пултарӗ. Ун пек пулса тухассинчен питех те асӑрханмалла, мӗншӗн тесен паянхи кун пирӗн наци юхӑмӗн кӑткӑсланнӑ структуринче ЧНК вырӑнне йышӑнма пултаракан авторитетлӑ урӑх организаци ҫук-ха.

Чӑваш наци конгресне упрамаллин, ӑна аталантармаллин тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри вӑл, ман шутпа, Чӑваш патшалӑхӗ хӑй ытти аталаннӑ патшалӑхсен шайне ҫитиччен тӗнче право субъекчӗ таран тулли суверенитетлӑ пулайманнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна пула вара чӑваш нацине правительствосемпе ҫыхӑннӑ е ҫыхӑнман тӗнче шайӗнчи авторитетлӑ организацисенче тулли праваллӑ субъект пек кӑтартма пултаракан питӗ ҫӳллӗ шайра тӑракан организаци кирлех. Тӗнче сообществи пире аталаннӑ наци пек йышӑнтӑр. Кун пек организаци паянхи кун ЧНКсӑр пуҫне урӑх ҫук ха. Ку - пӗрремӗш сӑлтав.

Иккӗмӗшӗнчен, ЧНК вӑл чӑваш наци юхӑмӗнчин кӑткӑсланнӑ организацисен системине координацилесе тӑракан орган пулмалла. Чӑваш патшалӑхӗ хӑй те вӑл чӑваш наци юхӑмӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пӗр пайӗ пулса тӑрать. Ҫирӗм ҫул каялла Конгресс чӑваш нацине пӗтӗҫтерсе, палӑртса тӑракан пӗртен-пӗр хӑватлӑ та доминантлӑ организаци пулнӑ пулсан, паян ЧНК объективлӑ сӑлтавсене кура ун пек функцине пурнӑҫласа пыраймасть. Мӗншӗн тесен ытти социумсем пекех чӑваш нацийӗ те вӑхӑт иртнӗҫем тӗрлӗрен сӑлтава пула пайланма, структурӑланма пуҫларӗ. Ку вӑл йӗркеллӗ япалах. Конгресӑн тӗп тӗллевӗ паян шӑп та лӑп наци юхӑмӗн ҫавӑн пек пайланса та структурӑланса пӗтнӗ организацийӗсене системӑлантарса, координацилесе тытса пырас кӑткӑс та йывӑр ӗҫ пулмалла.

Виҫҫӗмӗшӗнчен, Республика административлӑ территорийӗнче ЧНК тем тӗрлӗ общество организацийӗсене, Раҫҫей шайӗнчи политика партийӗсен вырӑнти подразделенийӗсене тата ытти тӗрлӗрен юхӑмсемпе организацисене координацилесе, стабилизацилесе тӑракан, тата тӗп чӑваш халӑх интересӗсемсӗр пуҫсӑр, вырӑс, тутар, ҫармӑс, ирҫе, мӑкшӑ ытти халӑх прависене те хӳтӗлекен организаци пулмаллан туйӑнать мана.

Тӑваттӑмӗшӗнчен, ман шутпа, ЧНК вӑл чӑваш халӑх пуласлӑхне гарантилеме йӗркеленӗ Чӑваш патшалӑхне хӑйне те аталанма пулӑшакан тӗп вӑй шутланмалла. Конгресс вӑл ниепле те хамӑр патшалӑха хирӗҫ тӑракан, е ун стратегилле функцийӗсене пурнӑҫласа пырассинчен айккинче тӑракан организаци пулма пултараймасть. Ун пек анчах та мар, ЧНК патшалӑхӑн тӗрекӗ, унӑн шанчӑклӑ та хӑюллӑ партнерӗ пулмалла. Чӑваш Республикинче йӗрке тӑвасси, унӑн политика, экономика, культура тата ытти никӗсӗсене хӳтӗлессипе ҫирӗплесси ЧНК сӑваплӑ тивӗҫӗ пулса тӑрать.

Пиллӗкмӗшӗнчен, ЧНК Раҫҫей территорийӗнчи ытти тӗп халӑхсен интересӗсене хӳтӗлекен авторитетлӑ организациӗсем хушшинче чӑваш халӑхӗн интересӗсене палӑртма тата хӳтӗлеме пултаракан компетентлӑ организаци шутланмалла.

Улттӑмӗшӗнчен, ЧНК Чӑваш патшалӑхӗпе пӗрле чӑваш наци информаци пространствине Раҫҫей территорийӗнче те, глобализациленнӗ тӗнчере те анлӑн сарас ӗҫе туса пымалла.

Ҫиччӗмӗшӗнчен, Конгресӑн тӗп ӗҫӗсенчен пӗри вӑл, паллах, хамӑрӑн тӑван чӑваш чӗлхине упраса аталантарас, унпа усӑ курассине сарса анлӑлатас, тата унӑн статусне ҫӳллӗ шая ҫӗклес тесе тӑрӑшасси. Паян Чӑваш Республикинче чӑваш чӗлхин информаци тата ирӗклӗх („утӑм хыҫҫӑн утӑм ирӗклӗх енне”) факторӗ анчах мар, администраци, бизеспа экономика тытӑмӗсенчи ҫитӗнӳпе карьера факторӗ пулмалла. Кунсӑр пуҫне тата пирӗн хамӑрӑн тӑван чӗлхен Раҫҫей Федерацийӗнчи официаллӑ статусне палӑртса ҫирӗплетсе хӑвармалла. Унтан вара ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ право, организаци, финас, кадр тата урӑх ыйтусем тухса тӑраҫҫӗ. Вӗсем те ЧНК хутшӑнмасӑр, витӗмлӗ пулӑшмасӑр пулса пыраймаҫҫех.

Саккӑрмӗшӗнчен, ЧНК-на халӑх моралӗ тата чунлӑх авторитечӗ тӗлӗшӗпе питӗ ҫӳллӗ шая ҫӗклемелле. Ун пек пултӑр тесен Конгресс ӗҫне чӑнахах та питӗ авторитетлӑ та хисеплӗ ҫынсене явӑҫтармалла. Вара тин ЧНК ҫӗнӗрен малтан хӑйне йӗркеленӗ чухнехи хисеплӗ шая ҫӗкленӗ.

Чӑваш патшалӑхне ЧНК хавшак та айванрах пулни, халӑх интересӗсене мар, тӗрлӗ чиновниксем хушнисене итлесе вӗсене пӑхӑнни, вӗсен интересӗсене хӳтӗлекен организаци пулса тӑрса юлни кӑна кирлӗ текенсене ӗненместӗп эпӗ. Ман шутпа, хӑватлӑ Конгресс вӑл хӑватлӑ Республика, хӑватлӑ Республика вӑл - хӑватлӑ Конгресс.

Ҫак ман позици вӑл пӗтӗмпех Раҫҫей Федераци Президенчӗн В.В. Путинӑн 2012.12.19 мӗшӗнчи 1666 №-лӗ „Раҫҫей Федерацин 2025 ҫул таранчченхи наци политикин стратегийӗ” текен Указӗпе килӗшсе тӑрать. Указ регионсенчи влаҫ органӗсемпе вырӑнти самоуправлени органӗсене пурне те хӑйсен кулленхи ӗҫӗнче ҫак асӑннӑ Стратегин положенийӗсене шута илсе ӗҫлеме сӗннӗ.

Ҫавсене пула та ӗнтӗ эпӗ Сирӗнтен, хисеплӗ Михаил Васильевич, Чӑваш наци конгресӗн черетлӗ саккӑрмӗш Аслӑ Пухӑвӗ чӑваш халӑх пурнӑҫӗнче чӑнахах та питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тарӑн йӗр хӑвартӑр тесе хӑвӑр пултарнӑ таран тӑрӑшма ыйтнӑ пулнӑ пулӑттӑм.

 

Сире чунтан хисеплесе

ЧНК Мӑн Канашӗн членӗ: Лукианов Н.Е.

 

Шупашкар хули.

2013.09.23.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 4139.16.2117
2013.10.03 18:45
Agabazar
...Апла мар-и? Эппин эсир хăвăр икĕпит... Каçарăр, çапла пулса тухать!
2013.10.03 20:00
Аçтахар Плотников
«Admin:"Migulaj, эс чăн-чăн нацист. Чăваш шовинисчĕ." Вăт çак япалана ниепле те кулмасăр вулама çук! :-)»
Ну ара, пур япалара та виçе пулмалла. Чăвашлине ырласа ыттине хурлани — ман шутпа тĕрĕс мар. Чăвашлине ырламалла, анчах ыттине хурлама кирлĕ мар.
2013.10.03 20:05
Аçтахар Плотников
Паллах, Микулайăн чунĕ ыратать ĕнтĕ, анчах пур вырăсланакан чăваша урама илсе тухса чăвашла вăйпа калаçтарма май çук-çке. Килĕшет-килĕшмест-и — анчах пирĕн обществăра вырăс чĕлхин вырăнĕ пурах. Сăмахран, ытти халăхсемпе (Раççейри, çывăх патшалăхсенчисемпе) хутшăнас тесен.
Migulaj // 1202.2.4281
2013.10.03 22:15
Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çук.Çавах та кĕççепитсем ют чĕлхешĕн хута кĕрсе чĕрре кĕреççĕ.Унта пур çĕртре те ют чĕлхе çеç.Чăваш чĕлхине Чăваш республикинче вăйпа мар,саккунсене пăхăнса усă курмалла.Эпĕ ун пирки кунта тахçанах калатăп.Анчах та чăваш чĕлхине ют сăмахсемпе "пуянлатакансем" çакна ăнланмаççĕ.Эпĕ нихăçан та ытти чĕлхесене хурламан.
2013.10.03 23:41
Аçтахар Плотников
Микулай, эс кунта мана мĕнле кăна хурламастăн пулĕ. Кĕççепит те, икĕпитлĕ те эп. Çапла-и? Ху вара чăваш чĕлхине аталантарассишĕн мĕн тунă-ха эс? Кунта сана килĕшмест пулсан — темиçе те каланă — кай та йĕркеле хăвна килĕшекен вырăн.
2013.10.03 23:47
Аçтахар Плотников
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: Кирлĕ çын вуланă
Agabazar // 1144.94.3814
2013.10.04 07:50
Agabazar
Шел пулин те, кунта Микулай евĕрлĕрех пуплекенсем татах пур. Унашкаллисем ачи-пăчипе вырăсла калаçма хăякансене туртса çурма хатĕр, тĕрĕссипе вара хăйсем те çав шайран нумай çÿлелле çĕкленеймен. Çĕнĕ ăрăва Куля е Наççа ят пани те çавсен шучĕпе çав тери пысăк çылăх имĕш. Пурин те Киремет тата Эсремет ятсем парса тухмалла-шим ĕнтĕ? Вăт çавăн пек фон ку сÿтсе-явура...
Владимир // 4132.37.7347
2013.10.04 08:58
ЧНК ĕçĕ витемлĕ пултăр тесессĕн, ман шутпа, унăн ертÿçисем хушшинче Республика Правительствин ĕçченĕсем пулмалла. Элтеперĕн те ЧНК ĕçĕпе килĕшÿллĕн ĕçлемелле.
Владимир // 4132.37.7347
2013.10.04 09:03
Çак шухăш пурнăçлантăр тесессĕн, ЧНКн суйлав компанийĕсенече хăй тĕллĕн платформăпа тухмалла. Çавна май Республикăн ертÿçисен ЧНК ячĕпе (вăйĕпе, пулăшнипе) никĕсленме тивĕ.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.10.10 14:24
Хат "Микулай" тесе ят пар, хат Настас тесе чен -ниамен те улшанме. Эпир патшалах варринчи халах, патшалахри ытти халахпа вырасла каласа пер челхе тупатпар -ку аксиома. ЧНК членесем хайсен пурнасне чавашлатнине курасче, семьере чавашла каласнине. Хайсен семьисенче те чавашла каласман сын менле чаваш челхине мала хума пултартар-ха?!

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем