Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем. Проект

Аçтахар Плотников03.09.2013 21:0538973 хут пӑхнӑ

«Самант» журналпа «Сувар» чӑваш наципе культурин аталану фончӗ пулӑшу ыйтаҫҫӗ:

«Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртме чӑваш яш-кӗрӗмне хутшӑнма чӗнет. Ӑс-хакӑл улӑпӗсен ятсарне сирӗн шухӑшӑрсене, сӗнӗвӗрсене шута илсе тытса пырасшӑн эпир. Ҫавӑнпа список пуҫласа паратпӑр та - ӑна малалла эсир тӑсасса кӗтетпӗр.

Ҫапла вара:

Николай Иванович Егоров,

Виталий Петрович Иванов,

Федор Иванович Мадуров...

Хастаррӑн хутшӑнасса шанатпӑр, ятсар тӑсӑмне кӗтетпӗр!

 

 

 

Ӑнлантарни: «Самант» журналта ҫӗнӗ проект кун ҫути курать — «Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем». Унта эпир те хутшӑнатпӑр. Пирӗн пай — ҫак проект валли ҫынсене сӗнесси: кама ҫутатмалла унта, кам вӑл хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗ (ҫак ята тивӗҫли). Пӗрремӗш кӑларӑмра Виталий Петрович Станьяла вырнаҫтарнӑ пулас (журналӑн страницисене аяларах курма пултаратӑр). Ыйтӑм пек ку ӗҫе тума май ҫук — сӑвӑнпа та сирӗнтен ятсем кӗтетпӗр. Комментарисенче ҫырса парасса шанатпӑр! /кайран вӑл сӑнсене, сӑмахран, касса кӑларса ҫыпӑҫтарса хума та пулать/.

 

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

василий // 5056.1.4605
2013.09.04 13:06
Ара, кам çуратать улăпсене- улăп амăшĕ мар -и?
ма хĕрарăм улăп пулма пултараймаст?
Марина Карягина чăн-чăн чăваш улăпĕ
Agabazar // 2827.50.3983
2013.09.04 15:29
Agabazar
Пăхăр -ха "Улăп халлапĕсен" науккăлла пуххисене: пур-и унта хĕрарăм улăпсем? Пур. Пăхăр Одюков пуххине, Генн.Юмарт пуххисене.....
Agabazar // 2827.50.3983
2013.09.04 16:40
Agabazar
"...ятсар тăсăмне кĕтетпĕр!" Тăсăм: ...Геннадий Никандрович Волков. Вăл çĕре кĕнĕ ĕнтĕ, çапах та ăна, ман шутпа, пирĕн саманаташ теме пулать.
2013.09.04 18:13
Аçтахар Плотников
Ку проектра халь пурăнакан Улăпсене çутатасшăн. Ман шутпа та пĕр хĕрарăма та пулин кĕртмеллех. Илсе кăтартнă йышран Светлана Асамат ман шутпа чи тивĕçли.
П.Сорокин // 4186.57.1361
2013.09.04 20:13
Темшен пермай пер сынсене мухтама ханахрамар. Ас -хакал енчен маттурисем татах та пур, самахран Елена Енька. Унан ас-хакале чанах та пуян, менле паха кенекесем каларать вал.
Тимӗр // 4279.7.6275
2013.09.04 21:33
Улăп тенĕрен чăваш нихçан та хĕрарăмран Улăп туман.Тĕрĕсрех каласан чăваш хĕрарăмĕ хăй сăпайлăхне кура темле паттăрла ĕç тусан та арçынран малта хăйне тытман.СССР халăх артистки Вера Кузьмина Улăп амăшĕ ятне тивĕç.
василий // 2050.60.8277
2013.09.05 11:11
Кунта "УЛĂп" сăмахĕн пĕлтерĕшне мĕнле ăнланмалла?
Выдающийся деятель науки и просвещения? е ПАТТĂР (герой)?
УЛĂП -аморейско-ханаанский(угаритский,финикийский) бог БАЛУ,БААЛ (ВААЛ). В Библии он описан как филистимлянский воин ГОЛИАФ ("Oliaph),пораженный еврейским пастухом Давидом (Тавтом), то есть смена религии
Кунта шухăшламалли пур
Тимер // 3913.58.4645
2013.09.05 16:14
паянхи Улăп ман шутпа чăвашсен питĕ ятлă-сумлă чăвашлăхшăн чунĕпе 'çунакан' çын.Хисеплĕ Станьял,паллах,паянхи чи пĕрремĕш Улăп.Халăх ăна чăннипех хисеплеть.Влаç пирки сăмах пымасть кунта.
василий // 2626.38.4211
2013.09.05 18:24
Виталий Станьяла эпĕ те пĕрремĕш вырăна парасшăн. Паянхи ăсчахсен хушшинче вăл чăвашлăх шайне çĕклекенсенчен чи палли.
Ахванас пичче // 4186.57.1361
2013.09.05 19:55
А.Хусанкай та улапсем шутне куртмелле.

Страницӑсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем