| Agabazar // 3445.3.1448 2013.08.23 16:43 | |
|  | |
| Васса // 3614.74.7998 2013.08.23 20:35 | |
| Апла пулсан -секăс,бокăс, кекăс,Маркăс,нефĕть-темелле.Вăйлă пулать!!!! | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2013.08.24 09:18 | |
|  | секăс мар ĕнтĕ, сингармонизм «секĕс», е «сĕкĕс» теме ыйтать. :) «Нефть» сăмаха валли тахçанах чăвашларах хурмă шыраççĕ...
 Тепĕр енчен сăмах пуçламăшĕнче мар тăракан «кс»-сем пысăк йывăрлăх кӳмеççĕ, вĕсем чăваш чĕлхинче те чылай тĕл пулаççĕ. Ман сĕнӳре пĕр сăмах кăна. | 
| Васса // 2451.90.9854 2013.08.24 20:57 | |
| Вырăс сăмахĕсене вырăслах çырмалла ĕнтĕ.... | |
| Agabazar // 4027.86.6026 2013.08.24 21:41 | |
|  | Вырăс сăмахĕсене чăвашла текстра усă куратпăр пулсан тата вĕсене хамăр сăмахсарсене кĕртетпĕр пулсан — ВĔСЕМ ВЫРĂС СĂМАХĔ ПУЛМА ПĂРАХАÇÇĔ, ЧĂН-ЧĂН ЧĂВАШ СĂМАХĔ ПУЛСА ТĂМА ПУÇЛАÇÇĔ! Çитменнине тата класс сăмахăн чăн-чăн тымарĕсем латынь чĕлхинче мар-и-ха! | 
| Agabazar // 4027.86.6026 2013.08.24 22:00 | |
|  | Васса:"Апла пулсан -секăс,бокăс, кекăс,Маркăс,нефĕть-темелле..." Çеккăс, боккăс, кеккăс, Марккăс, Нехтă. Анчах та, Админ каларĕ ĕнтĕ, кунашкал сăмахсем пирки мар кунта калаçу.  Класс, прогресс, балл, галл йышшисем пирки пырать. чăВАШЛА текстсенче юлашки саспалли ытлашши пек туйăнать. | 
| Аксар Чунтупай // 7097.4.1615 2013.08.24 23:48 | |
|  | Пĕр сăмаха чĕлхе системинчен тăпăлтарса кăларса улăштарни ним ырри патне те илсе çитермĕ, тăвансем. Кирлĕ мар тăван чĕлхене ку пулăм. Усси вырăнне сăтăрĕ ытларах пулĕ...(кайĕ вара "цепная реакция" - выр.) | 
| Аксар Чунтупай // 7097.4.1615 2013.08.24 23:49 | |
|  | Тата кун йышши пулăм витĕр эпир тахçанах тухнă, каялла çăпата патне таврăнар мар ĕнтĕ... | 
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2013.08.25 09:23 | |
|  | Ман шутпа ку пĕрре те «çăпата патне таврăнни» мар. Хрантсуссемпе турккăсене чĕлхере çавнашкал реформăсем туни пĕрре те пăсман.
 //тепĕр хут: сăмахĕ кунта пур сăмахсене те «калаçу хурми» евĕрлĕ куçарасси мар, пĕр сăмах пирки çеç. Ман шутпа ăна çавнашкал улăштарма чĕлху саккунĕ те хистет, орфографи ыйтăвĕ те. | 
| Agabazar // 1136.91.6666 2013.08.25 11:21 | |
|  | Мĕнле пĕр вĕçĕм пĕр сăмах та пĕр сăмах теетĕр! Икĕ пĕр пек саспаллипе вĕçленекен мĕнпур сăмахсене пырса тивмелле ку. Тен пайăр ятсемсĕр пуçне. | 

1)пайăр ятсем: Покрасс, Марр, Тамм, Крупп....
2)пайăр мар ятсем: класс, металл, балл, галл...
Пайăр мар ятсен вĕçĕсене пĕр саспаллипе çырма килĕшсе татăлма пулать. Пайăррисемпе —йывăртарах...