Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Хыпар»: Тӗнчере наци нумай, чӑваш - пӗрре

«Хыпар»29.07.2013 17:0936260 хут пӑхнӑ

2013 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш наци конгресӗн черетлӗ съезчӗ пухӑнмалла. Вӑхӑт нумай юлмарӗ. Ҫынсен, тӗрлӗ ушкӑнӑн съезд умӗнхи шухӑш-кӑмӑлне пӗрлештерес тӗллевпе «Хыпар» хаҫатра «Калаҫу тӗпелӗ» уҫма сӗнетӗп.

Чӑваш наци конгресӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа икӗ теҫетке ҫул иртрӗ. Вӑл вӑхӑтра Раҫҫей патшалӑхӗнче те, чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗнче те питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗрлӗ улшӑну пайтах пулчӗ. Чӑваш конгресӗ ҫав улшӑнусен вӑхӑтӗнче хӑйӗн кирлӗлӗхне, чӑмӑртану хӑватне, малаш туртӑмне кӑтартса хӑварма пултарчӗ. Вӗсене халӗ аванах курса тӑратпӑр.

Чӑваш конгресӗ юлашки ҫулсенче мӗн тунӑ е мӗн туманни ҫинчен каланисем, ҫырнисем ҫителӗклех пулчӗҫ. 20 ҫулхи юбилейӗнче каланӑ сӑмахсем те пичетленчӗҫ. Чӑваш халӑхӗн «хӳтӗлев механизмӗн» шанчӑклӑ тӗп шалтӑрми - шӑпах наци конгресӗ. Йӗркеллӗ ӗҫлесен вӑл халӑхпа патшалӑхшӑн ҫав тери сулӑмлӑ та сумлӑ ӗҫсем тума пултарать. Тӗнче тӑрӑх сапаланса пӗтнӗ халӑха пайӑр-пайӑр чӑмӑртаса Шупашкар тавра пӗрлештермелли лайӑхрах мел халӗччен никам та сӗнеймерӗ-ха. Вырӑнти культура автономийӗсене, центрсемпе пӗрлешӳсене, шкулсемпе вулавӑшсене, клубсемпе ансамбльсене урӑх нихӑш фонд та, центр та конгресс чухлӗ туртса тӑраймӗ. Ку мел чӑннипех те ӑнӑҫлӑ пулнине халӗчченхи опыт витӗмлӗ ҫирӗплетсе пачӗ. Эппин, текех Чӑваш наци конгресӗн ҫитменлӗхӗсемпе йӑнӑшӗсем ҫинчен мар, малалла мӗн тата мӗнле тӑвасси пирки пуҫа ватса пӑхӑпӑр.

Ҫӗнӗ вӑхӑтӑн ҫӗнӗ лару-тӑрӑвӗнче пӗтӗм чӑваш халӑхӗн пӗрлӗх органӗн – наци конгресӗн - ҫӗнелӳ ҫулӗ ҫине тӑма вӑхӑт ҫитни уҫҫӑн паллӑ, ун ҫинчен иртнӗ съездрах каланӑччӗ.

Ку съездра ҫӗнетӳ пулмаллах. Аталанмасӑр пӗр вырӑнта тӑракан, ҫӗнӗ шухӑшпа ҫӗнелме пултарайман, тӑван республикӑри халӑха тулайри чӑвашсемпе пӗрлештерсе ҫитереймен конгресс халӑха та, патшалӑх тытӑмне те кирлӗ мар пулса юлать. Манӑн шухӑшӑмпа - чӑваш халӑхӗ нихӑҫан та пӑрахӑҫа тухма килӗшес ҫук. Чӑваш аптраманлӑхӗнчен тӗнче тӗлӗнет. Пирӗн питех те ҫирӗп ӗненӳ пур: чӑваш тӗнче пӗтсен тин пӗтет!

«Конгресс мӗн тума кирлӗ, унсӑрӑн та пурӑнма пулать», - текен сахалланчӗ. Паллах, суту-илӳ айне пулнӑ пайтаҫӑсене, влаҫпа мул ӑшне путнӑскерсене халӑх пӗрлӗхӗсем кирлӗ мар. Вӗсене наци ыйтӑвӗ, халӑхсен культури, чӗлхи хӑйсене тупӑш панӑ чухлӗ ҫеҫ кӑсӑк. Тӗнчери империсене, Раҫҫей патшисене вак халӑхсем нихӑш чухне те тан кирлӗ пулман. Пире хирти ҫум курӑкӗ вырӑнне ҫеҫ хунӑ, хӑвӑртрах кӑкласа ывӑтма хистенӗ, пин тӗрлӗ куланайпа пусӑхланӑ, «каснӑ та вӑтӑрнӑ». Ертӳлӗхшӗн халӗ те чӑрмавлӑ пӗтме пӗлмен вак халӑхсем. Ҫав тутарсемпе чӑвашсем, пушкӑртсемпе ҫармӑссем, чеченсемпе балкарсем пулмасанах Мускав улпучӗсемшӗн тӗнче тикӗс пулмалла. Анчах ҫынсем ӑнланаҫҫӗ: нихӑш халӑх та кашкӑр ҫӑварӗнчи путек пек ҫухаласшӑн мар. Чӑваш халӑхӗ тӑхӑр ӗмӗр пусмӑр айӗнче пурӑнса та хӑйӗн ятне-чысне, пурӑнас мехелне ҫухатман. Пурнӑҫ туртӑмӗ пирӗн халӗ те ҫирӗп. Ҫакна чӑваш тип-шар тума пултарни темрен те вирлӗрех кӑтартса тӑрать.

Юлашки ҫулсенче Ҫӗпӗрти, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Мари Элри, Чӗмпӗр, Пенза, Сарӑ ту, Самар, Эрӗнпур, Кемӗр облаҫӗсенчи чӑваш ялӗсене ҫитсе курни тӑрӑх ҫирӗплетсех калама пултаратӑп: халӑхӑмӑр сывӑ та ҫирӗп. Чӑвашпа тутар ялӗсем - Раҫҫей нушисене парӑнман, упранакан тирпейлӗ ялсем. Тӑван чӗлхене вӗрентме пӑрахнӑ, чӑваш йӑли-йӗркине маннӑ ялсем кӑна хӑвӑрт арканса пыраҫҫӗ. Вӗсем чӑвашсен Раҫҫейӗпе те нумай мар. Ҫавӑнпа кутӑн кайнин сӑлтавне тупма ҫӑмӑл: чӑваш йӗркипе пурӑнма пӑрахнӑ ялсем вилме выртнӑ! Ваттисем чӑвашла калаҫсан та, яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ тӑван тымарсене йӑлтах ҫухатнӑ, тӑван ҫӗр вӗсемшӗн кӗске вӑхӑтрах тиркевлӗ ют вырӑн пулса кайнӑ. Ачисемпе мӑнукӗсем тӑхӑмӗсен ҫӗрӗ ҫине ҫӳреме пӑрахни ытла та килпетсӗр. Чипер ешерсе пыракан Никитино е питӗ паллӑ Канаш /Тюмень облаҫӗ/, ӗмӗртен чаплӑ Калмантай /Сарӑ ту облаҫӗ/ ялӗсем юлашки чӗрӗк ӗмӗрте ман куҫ умӗнчех япӑхса ларчӗҫ. Кашни кил урлӑ тӑват-пилӗк хупӑ ҫурт, урам урлӑ утма ҫук пиҫен те вӗлтрен. Кунта чӑвашла вӗрентмеҫҫӗ, ниме тумаҫҫӗ, халӑх уявӗсене ирттермеҫҫӗ. Кунта чӑвашлӑх сывлӑшӗ сӳннӗ. Вырӑнти ертӳлӗх ун пек ялсем ҫине алӑ сулнӑ. Эпир те алӑ сулӑпӑр-и?

Самани саккӑрла ҫаптарчӗ пулсан та чӑн чӑвашсем мӑн маҫаксем суйласа илнӗ тулӑх та хитре ҫӗрсене пӑрахса тарман. Ҫурҫӗрте е аякри урӑх вырӑнсенче ӗҫлесех ҫурт-йӗр ҫавӑраҫҫӗ, ача-пӑча ӳстереҫҫӗ. Шкулта чӑваш сӑмахне вӗрентме хистесех пӑрахтарасшӑн пулсан та - пӑрахмаҫҫӗ. Ун пек ялсем – Пушкӑртстанри Кив Ҫеменкке-и вӑл е Тутарстанри Патраклӑпа Чӑваш Майни - талпӑнса ҫӗнелеҫҫӗ. Унти культура автономийӗсем хастар. Ыттисем илтнӗ-и Чӑваш наци конгресӗ ҫинчен? Тахҫан илтнӗ. Пенза облаҫӗнчи Кив Энтриел вулавӑшҫи, 36 ҫул чӑваш кӗнекисене, культурине саракан Мария Суконникова съезда чӗнессе шанать. Итӗм Кура ял тӑрӑхне 26 ҫул ертсе пыракан Сергей Фомин, Пушкӑртстанри Федоровка районӗнчи сыватӑш врачӗ Аркадий Русаков ҫыравҫӑ та съездра пуласшӑн. Вӗсем съезда килме делегатсене вырӑнта суйламалли ҫинчен пӗлмеҫҫӗ. Чӗнессе кӗтеҫҫӗ. Калмантай паттӑрӗ Василий Андюков тавра пӗлӳҫӗ чӗнессе кӗтмесӗрех конгресс штабне килсе кайнӑ. Вӑл съезда хатӗрленме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ытти ҫӗрте вара ЧНК ҫинчен е пачах илтмен, е хӑҫан та пулин конгрессменсем пырса каласа парасса ӗмӗтленеҫҫӗ.

Кӗсье инҫе сасӗпе Интернет вӑхӑтӗнче ҫапла пулмалла-и? Ҫук. Кашни киле ҫитмесен те ЧНК сӑмахӗ кашни ял тӑрӑхне, шкула, вулавӑша кунсерен ҫирӗппӗн пырса тӑмалла. Кунта нимӗнле чӑрмав та ҫук. Ӗҫе йӗркелесси кӑна.

Малтанхи устав тӑрӑх делегатсен йышӗ кашни съездрах виҫҫӗрен икӗ пайӗ патнелле улшӑнса тӑмаллаччӗ. Юлашки съездсенче делегатсем мар, чӗннӗ тӑвансемпе ӗҫкӗ-ҫикӗ хӑнисем халӑх ячӗпе калаҫрӗҫ. ЧНК президиумӗпе Мӑн Канаш намӑс ҫак пулӑма сирсе ямалӑх вӑй тупаймарӗҫ. Капла лару-тӑрура Чӑваш наци конгресӗн президиумӗ черетлӗ съезда нацие тивӗҫлӗ шайра ирттерме май килтереймӗ.

Ҫавӑнпа ЧНКн 7-мӗш съездне хатӗрлеме йӗркелӳ ушкӑнӗ тума ыйтатӑп. Унта общество организацийӗсен, культура автономийӗсен, партисен, патшалӑхран тивӗҫлӗ органсен, ҫав шутра тулайри чӑваш ертӳлӗхӗсен ҫыннисем, халӑх ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗсем тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн представителӗ пулма тивӗҫ.

Чӑваш наци конгресне йӗркеленӗ чухне 1991-1992 ҫулсенче республикӑн Аслӑ Канашӗ пысӑк ӗҫ турӗ. Ку хутӗнче те ҫак ӗҫе тытса пыма Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн пуҫӑнмалла тесе шухӑшлатӑп. «Эпир общество организацийӗсен ӗҫне хутшӑнмастпӑр» тени Чӑваш Енре тӳрре тухмасть. Конгреспа патшалӑх ертӳлӗхӗ тӑван халӑхшӑн пӗр йӗрпе, пӗр тӗллевпе ӗҫлемелле. Иккӗленни е турткаланса тӑни усӑллӑ пулмӗ, сиен кӑларма пултарӗ. Ваттисем калашле, тинӗс хумханмасӑр тӑраймасть. Халӑх та ҫавах. Ҫавӑнпа Патшалӑх Канашӗн Председательне Юрий Попова, ЧНК президентне Геннадий Архипова йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне ним тӑхтаса тӑмасӑр ҫак уйӑхрах палӑртма ыйтатӑп.

Съезда хатӗрленсе конгресӑн ҫӗнетнӗ Устав проектне, делегатсем суйламалли йӗркепе квотӑна республикӑри кашни района, тулайри кашни кӗтесе халех ҫитермелле - вырӑнти пухусенче отчетпа суйлавсем ирттерме вӑхӑт кирлӗ. Ҫав пухусенче суйланӑ делегатсен тата ЧНК Мӑн Канашне кӗртме сӗннӗ ҫынсен списокне съездчен пӗр-икӗ эрне маларах «Хыпар», «Республика» тата «Чӑваш тӗнчи» хаҫатсенче пичетлесе кӑларма, Интернет сайтне вырнаҫтарма, Наци хум сасӗ урлӑ пӗлтерме сӗнетӗп.

Съездра йышӑнмалли тӗп документсен проекчӗсене малтанах сӳтсе явасси, вырӑнсенчен килекен хыпарсене пӗтӗмлетсе тухасси ЧНКра тахҫанах йӑлана кӗчӗ. Халь тин ӑна пӑсас ҫук. Эппин, съездӑн кун йӗркине, делегатсен тӗллевӗсене халӑх патне съезд уҫӑличченех ҫитерме, ӗҫлӗ сӗнӳсемпе кӑтартусене пичет урлӑ хыпарласа тӑма тивет.

Халӑхӑмӑр шухӑшлама пӑрахман-ха. Чӑмӑртанса ӗҫлеме, пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнма пӗлет. Малтанхи съездра йышӑннӑ пекех Чӑваш Республикинчи кашни район тулайри пӗр-пӗр регионпа, кашни ял инҫетри ялпа, кашни шкулпа вулавӑш аякри шкулпа та вулавӑшпа туслӑ та ӗҫлӗ ҫыхӑну йӗркелеччӗр, ӑна ҫулсерен ҫирӗплетсе, кирлӗлетсе, усӑллӑ туса пыччӑр. Чӑваш университечӗсен чӑваш факультечӗсем тулайри ҫамрӑксемпе ӗҫлемен пиркиех факультетсене хупмалла туса хутӑмӑр. Патшалӑх умне ыйтӑва тӗрӗс лартман пиркиех Чӑваш лицейне хуптартӑмӑр, пултаруллӑ ачасен шкулне уҫаймарӑмӑр. ЮНЕСКО палӑртнӑ пекех часрах пӗтсе ларас терӗмӗр-ши? Ҫук. Халех вилместпӗр. Пирӗн халӑхӑн малашлӑха утмалли ҫулӗ йӑлтах хупӑнман-ха. Тен, съезд умӗн сӳтсе явсан урӑхла ҫул-йӗр те курӑнса каймӗ-и? Пӗрле шухӑшлама пухӑнать съезд, ҫавӑнпа унти шухӑшлас ыйтусене малтанах палӑртма тӑрӑшӑпӑр.

Тӗнчере ҫын та, халӑх та нумай, чӑваш – пӗрре. Тӗнчешӗн эпир мулпа е ырлӑхпа мар, авалхи тымарлӑ чӑваш пулнипе хаклӑ.

Ҫакна ӑнланнӑ халӑх Чӑваш наци конгресне шанать. Чӑвашсен вӗреннӗ ҫыннисене калатӑп: тӑван халӑх шаннине пирӗн тӳрре кӑлармаллах. Аслӑ асаттемӗр Иван Яковлев сӑмахӗсем чӗлхе ҫине килеҫҫӗ: «Килӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ - ҫакна пӗлсе тӑрӑр... ахальтен анчах ӗҫлесен чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать».

 

Виталий Станьял, ЧНК Мӑн Канашӗн пайташӗ

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3002.21.5602
2013.10.05 11:10
Agabazar
Ну, ăçта унта "Ефим Н." текенскер, хÿрешкесем шырама юратаканни? Мĕнлерех хÿрешке пек çак "Атл"? Атту эсир, Ефим Н., Илле Иванов тĕлешпе çеç çавнашкал пуплетĕр тем....
Agabazar // 3002.21.5602
2013.10.05 11:20
Agabazar
Ăçта тата кунта bor1959 хăйĕн "одиознăйĕпе" ? Курмастăр-им, мĕн кунта "пуплеççĕ" терлĕрен "хăватлă çынсем"?
Agabazar // 3002.21.5602
2013.10.05 11:25
Agabazar
Тимĕре асăнмастăп та — вăл çак "Атл" текенскерпе пĕр шухăшлă пулни капла та паллă!
Тимӗр // 6207.9.8663
2013.10.05 13:52
Канса ил,Акапасар.Итлес килми пулчĕ.Пустуй нумай пуплен.Пĕр ĕç те тăваймарăн тăван халăхшăн.Ил Илле-паттăрăн'айăпне"хăв çине те çăлса хăвар нумай ача ашшĕне наци геройĕ пулассинчен.
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.05 17:02
Питĕ конкретно калать вара АТЛ.Тÿрех курăнать.Чухăн интеллигент мар.Чăвашлăхпа витĕнсе зарплата илсе лармасть.
Agabazar // 6649.3.0226
2013.10.05 20:55
Agabazar
Мĕн, эсир вырăсла ăнланмастăр-им? "Атл" текенсекр чăвашран куçкĕрет кулать. ВАШИ БАБЫ текелет. Цитатăлама та намăс!!!!!!!!!!!!!!!!!
Agabazar // 6649.3.0226
2013.10.05 21:05
Agabazar
Йăлтах хулăн те тирленсех кайрăмăр иккен. Куçĕрет мăшкăлланине туйми пултăмăр...
Якур // 1786.46.9844
2013.10.06 16:51
Акасапар, Тимĕрпе Атнер тата Атл ним те ирсĕр япала çырмаççĕ. Питĕ вырăнлă. Атл тени те Çыннах вăл, Акасапар тени те çыннах пуль тесе шутлатăп, темле катемпи мар. Çавăнпа чаршавна кар, ятна уç та конкретнă ĕçсем тума пуçла. Çавра сĕтеле( нацин вулавăш çуртĕнче) те пырса мĕн шутланине калаймарăн, мăнтарăн.
Çапла пĕркенчĕк айĕнчех ĕмĕрÿне ирттеретĕн ĕнтĕ, шельмă.
Agabazar // 3319.38.5288
2013.10.06 18:07
Agabazar
Такки цитатăламах тивет иккен! Цитата: "Они с ордой не ... ?? .. не смешались? не сношались??"Ну калăр, МĔН ЫРРИ пур çакăнта чăваша валли???????? Мĕнле пысăк савăнăç пур кунта пире валли?
Agabazar // 3319.38.5288
2013.10.06 18:11
Agabazar
Тата ак çакăнта мĕн ырри пур: "Резус-отр.кровь 1-ой гр.чувашей тюркская?" Нивушлĕ çакăнта 1000% ирсĕрлĕх пулнине курмастăр?????????????????

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем