Игорь Сайман // 1487.24.9049
2013.03.20 21:07 | |
20 çул каялла тата "Вучах" хаçат пулнă. Унта Чĕмпĕрте пулса иртнĕ ак мĕнле "ĕçе" çырса кăтартнă. Пĕр пысăк залра чăваш культурине катартаççĕ. Сумлă хăнасем, акăш-макăш чаплă сăмахсем... Анчах та çак самант иртсе каять, "Чаплă Çынсем" килĕсене саланаççĕ. Концерт пуçланать. | |
Игорь Сайман // 1487.24.9049
2013.03.20 21:14 | |
...Концерт кăтартаканĕсем — Елчĕкрен килнĕскерсем. Унччен те пулмасть, залран патвар йĕкĕтсем сиксе тухаççĕ те сцена(эстрада) çине хăпарса каяççĕ. Пуçлаççĕ концерт кăтартакан Елчĕк çыннисене тÿнккеме. Никам та чаракан çук! | |
Игорь Сайман // 1487.24.9049
2013.03.20 21:18 | |
Çакнашкал хыпар "Вучахра" чăнах та пулнă. Шел, номерне астумастăп. Подшивка таврашĕ те çук. Интернета та вырнаçтарман пулĕ. Кам çакăн пирки тĕплĕнрех пĕлет, тархасшăн, çырса пĕлтерĕр. Тавтапуç! | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.03.20 22:35 | |
Унсăр пуçне — «Хыпар», «Тантăш» тата «Хресчен сасси» издательство çурчĕсене пĕрлештерме шутланă иккен халь. Тăкаксене пĕчĕклетес тĕлĕшпе... Леонтьева тĕп директора сунаççĕ тет... | |
Патвар // 1039.8.4424
2013.03.21 10:46 | |
Леонтьева тек лартмалла мар ĂШĂ вырăна, хастартарах Ар çук-им? Е пачах хупмалла ку хаçата, бюджетра укçа-тенкĕ çук тесе мĕкĕреççĕ вĕт! Тĕп редактора лартмалла хастар çамрăка. | |
Якур // 1039.8.4424
2013.03.21 11:09 | |
20 çул хушшинче нумай япала улшăнчĕ, хутла пĕлменнисем калавсем çыра пуçларĕç, шкул ачисем усламçăсем пулса тăчĕç, чăвашла пĕлменнисем тăван чĕлхене вĕренчĕç. Ку прогресс! Анчах А.Леонтьевăн регресс-çак çулсем хушшинче пĕр Асăмра юлмалăх калав е статья та шайлаштараймарĕ. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.03.21 14:05 | |
Леонтьев ĕçне аплах хакламалла мар ман шутпа — асăмра юлмалах пĕр ĕç пур унăн: Никольский ятне çĕклесе статья-кĕнеке сахал мар кăларчĕ. |