Якур // 1781.25.1808
2013.03.28 15:23 | |
Акасапара: "Чăваша хăйне(калăпăр, Акапасара е урăххине) ВĂЙПА вырăсла калаçтарма юрать-и? ВĂЙ тени кунта мĕне пĕлтерет?". Акасапар вырăсла ан вĕрен, ачусене ан вĕрент, мăнуксене тем более. Йĕпреç вăрманне кай та пурăн. Манăн палланă утарçăсем пур. Правда,15-20 çухрăм çеç мăн çултан. Эп пурăнтăм кĕркунне эрне, впечатляет. | |
Якур // 1781.25.1808
2013.03.28 15:30 | |
Володя шел пулин те хальхи çамрăксем эпир хускатнă темăпа кăсăкланма пуçлĕç 50 çул тĕлнелле. УН ЧУХНЕ ВАРА вĕсене вĕрентекенĕ те ăнланаканĕ те юлмĕ. Эп хам та, сăмахран, нумай фраз. оборотсене манса пырап. Упрощенный чĕлхене вĕрентнĕ хыççăн вуççех пĕтет ĕнтĕ çепĕç чĕлхемĕр. | |
Якур // 1781.25.1808
2013.03.28 15:37 | |
Чĕлхене хÿтĕлеме чăн малтан чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен, çыравçисен, журналисчĕсен, радио ĕçченĕсен, театр тата эстрада ĕçченĕсен, ăсчахĕсен тухмалла. Эпир массовкăшăн халăха кам мĕн чухлĕ пултарать пуçтарма тухăпăр. Анчах, Акасапара пĕлсе тăма: 60 çула вĕçтерсе пырап, кун пек Феномен илтмен вара. Кам угодно тухать, но вĕсем мар. | |
Agabazar // 3090.8.5730
2013.03.29 19:52 | |
Якур:"... Йĕпреç вăрманне кай та пурăн..." ВĂТ, ВĂТ, ÇАВĂНТАЛЛА ХĂВАЛАÇÇĔ ТЕ ĔНТĔ ПИРЕ, ЧĂННИПЕ КАЛАСАН! | |
Якур // 3543.04.6052
2013.03.30 00:15 | |
Акасапар, сана вăйпа никам та вырăсла калаçтармасть, ан кÿрен. Хăв вăйпа вырăсла вĕренесшĕн мар, а ыттисене вăйпа чăвашла вĕрентесшĕн. Неувязочка получается. Сана хăваламаç Йĕпреç вăрманне, кайса киленме сĕнеççĕ. Сана çавăн пекех Акрамовăна та хăваламаççĕ, пырса курма( заметь: организовать тума мар)сĕнеççĕ. Паллах, эс ăшă та хăтлă кантуртан тухмастăн. | |
Пурис // 2700.28.0516
2013.03.30 10:38 | |
Ан çилленĕр тăвансем Якур çине, уйрăмах Акасапар. Якур сирĕн сывлăха упраса хăварассишĕн тăрăшать пулĕ тетĕп, Йĕпреç енче деревенский туризм тени анлă сарăлнă, ют çĕршывран килсе курма. Эпир кут айĕнчине куримаспăр. Çавăнпа уна тав тумалла. Эпир кунта хулара "мăкланса" ларатпăр, чăвашри реальный лару-тăруна пĕлсех çитимаспăр. | |
Алюш // 4225.14.3266
2013.03.30 18:14 | |
Шутласан-шутласан ку Ипреçри ялти туризма та америка шпионĕсем шутласа кăлармаш-ши тетĕп. Татах малалла пире разложить тума. Эп те уж вĕсен пĕр утăмне те ĕненместĕп. Тĕрĕс калать Акасапар пире вăрмана хăвалаçĕ тесе. | |
Agabazar // 5057.6.0555
2013.03.31 19:19 | |
Якур:"Акасапар, сана вăйпа никам та вырăсла калаçтармасть..." Шупашкарта пурăнатăр пулсан, кĕрсе пăхăр эппин çывăхри лавккана: тĕрĕслĕр: ВĂЙПА-И УНТА, ВĂЙПА МАР-И... Хăтланса пăхăр | |
Agabazar // 5057.6.0555
2013.03.31 19:28 | |
Якур:"...Хăв вăйпа вырăсла вĕренесшĕн мар..." Ман пирки калаçмăпăр: эп çителĕклĕ таран вырăсла пĕлетĕп. Шет чăваш ачин вырăсла вĕренмесĕр юлма МАЙ ПУР тесе шутлатăр?
На самом деле это невозможно даже теоретически!!! | |
Agabazar // 5057.6.0555
2013.03.31 19:36 | |
Якур:"...а ыттисене вăйпа чăвашла вĕрентесшĕн..." Эсир вара мĕнле вĕрентесшĕн? Ÿкĕтлесе? Пуççапса? "Вăй" тени кунта мĕне пĕлтерет? Ав эп сире ÿкĕтлесе те, пуççапса та пăхрăм, пурпĕрех çăвар туллин "Эс" теме пăрахмарăр. "Ирĕклĕн" вĕренессипе те çавăн пек пулса пырать. |