Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: ХЫПАР: «Хунав», «Шуҫӑм» — мӗн тери илемлӗ ятсем

Аçтахар Плотников11.07.2012 23:2827309 хут пӑхнӑ
«Хыпарта» нумай пулмасть статья пичетленчӗ — ача пахчисен чавашла ячӗсем пирки:

Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман. Ҫакна шута илсен 200-мӗш ача сачӗ халӗ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен чӑн-чӑн кермен темелле. Унта ачасене тӗреклӗ-сывӑ ӳстерме, пур енлӗ аталантарса шкула хатӗрлеме условисем ҫителӗклӗ. Пӗр сӑмахпа, ыттисене ӑмсанмалӑх пур. Тата, хӑтлӑ ҫуртри пахалӑхсене шута илсех-ши, садике «Эрудит» ят панӑ. Ҫак сӑмах латинларан пысӑк пӗлӳллӗ ҫын тесе куҫать. Садикре, паллах, ачасен ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстермелли программӑсемпе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ пулӗ-ха. Ку аван. Анчах...

Савӑнмалли пулӑмсем те хӑш чухне кӑшт йӳҫекрех туйӑм хӑвараҫҫӗ. Калаҫу каллех чӑвашлӑх пирки. Темшӗн-ҫке ҫакӑн пек учрежденисене чӑвашла ят пама васкамастпӑр. «Эрудит» тенине тиркесшӗн мар-ха. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Республика кунне уявламалли программӑна кӗртсех ҫӗртмен 23-мӗшӗнче уҫнӑ садик ячӗ чӑвашла илемлӗн янӑранине илтес килетчӗ. Халь акӑ Шупашкарта тата икӗ ҫӗнӗ садике туса пӗтернӗпе пӗрех. Вӗсене те «кӑсӑклӑ» ятсем парӗҫ-и ӗнтӗ?

Хулари шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсен чылайӑшӗн ят ҫук иккен, тӗпрен илсен номерсемпе палӑртнӑ. Вӗсен списокне йӗрлесе пынӑ май пӗр тӗлте тӑруках чарӑнтӑм. Куҫ тӗлне «Мерчен» ятлӑ 117-мӗш садик тӗл пулчӗ, чуна ӑшӑтса ячӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта ачасене чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарас ыйтусемпе тӑрӑшса ӗҫленине те пӗлтерчӗҫ.

Ытларах чӑвашсем пурӑнакан районсенче лару-тӑру урӑхларах, кӑмӑллӑрах пуласса шанса садиксен ячӗсене малалла тишкеретӗп. Анчах шанӑҫ тӳрре килмерӗ, пӑшӑрхантаракан тӗслӗх сахал мар пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем кашни районтах пур, хӑшӗсенче - сахал, теприсенче вуннӑран та иртет. Патӑрьел районӗнчен пуҫлар-ха. Пӗр пек ят панисем тӳрех куҫа тӑрӑнчӗҫ: «Василек» - 2 садик, «Сеспель» - 2 садик, «Родник» - 2 садик, унсӑр пуҫне «Колосок», «Солнышко», «Ромашка», «Центральный», «Була» пур.

Ыттисем пирки вара ҫӗнӗ йӗркеренех ҫырас килчӗ. «Сар хӗвел» /Туҫа/, «Хӗрлӗ палан» /Ишлӗ/, «Хунав» /Аслӑ Чемен/, «Шуҫӑм» /Первомайски/ садиксен ячӗсем мӗн тери илемлӗ. Вӗсене суйласа илнӗ яваплӑ ҫынсем тӑван ене, ачасене чунран юратни, пуласлӑхӗ пирки шухӑшлани, пӗтӗмлетсе каласан, чӑн-чӑн патриот пулни сисӗнет. Ҫак пулӑм ачасене воспитани парас ӗҫе ырӑ витӗм кӳресси иккӗлентермест. Садиксен ячӗсене чӑвашла панине тата темиҫе районта асӑрхарӑм: «Путене» /Йӗпреҫ/, «Илемпи» /Елчӗк/, «Шуҫӑм» /Етӗрне/, «Пилеш» /Шӑмӑршӑ/, «Путене» /Муркаш/.

Тӗплӗнрех тишкерсен мӗн палӑрать-ха? Нумайӑшӗ «Солнышко» ята килӗштерет иккен. Вӗсем кашни районта тенӗ пекех пур, пӗрре кӑна та мар. Канаш районӗнче - пиллӗк! Вӑрнар районӗнче виҫӗ - садике, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче пӗрер садике ҫак ята панӑ. Тата мӗнле ятсем ытлашшипех хисепре-ха? «Рябинка», «Колосок», «Березка», «Сеспель», «Теремок», «Колобок», «Сказка», «Тополек», «Василек», «Рябинушка», «Колокольчик»... ытларах. Пӗр пек ятлисем тата пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ-ши? Вӗренӳпе воспитани программисен пуянлӑхӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе-ши чӑвашлӑх ыйтӑвӗсемпе те пуҫаруллӑ ӗҫленипе палӑраҫҫӗ-ши? Апла пулсан юрӗччӗ те.

Кирек мӗнле пулсан та чӑваш ялӗнчи садик ячӗ вырӑсла пулни тата республикӑри пӗр евӗрлӗ ятсен хушшинче ҫухалса кайма пултарни пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Колобок» вырӑнне - «Йӑва», «Сказка» вырӑнне - «Юмах», «Колокольчик» вырӑнне «Шӑнкӑрав» тесен чуна ҫывӑхрах кӑна мар, илемлӗрехчӗ те.

2012-2014 ҫулсенче республикӑра 25 ҫӗнӗ ача сачӗ тума палӑртнӑ. Вӗсене ят панӑ чухне пирӗн асӑрхаттарӑва шута илессе шанатпӑр.

Алина ЛУКИЯНОВА

Сирӗн мӗнле шухӑш?
 

Комментари:

Agabazar // 2894.28.5260
2013-01-24 15:21
Agabazar
Алюш:"Эсĕ "Дружбу народов" аталантарнă чухне эпĕ вĕсене "возражать" тунă анчах мар, вырăнне( ман шутпа тĕрĕс поплемен чухне) лартма тăрăшнă..." ЭППИН ХАЛЬ ЛЕШ АБУКИНА ТЕКЕНСКЕРНЕ МА ВЫРĂНА ЛАРТМАСТĂР-ХА? Е ТĔРĔС КАЛАТЬ ТЕСЕ ШУТЛАТĂР-И?
Agabazar // 2894.28.5260
2013-01-24 15:30
Agabazar
Алюш,пирĕн Республикăри еврейсен шучĕ питĕ пĕчĕк. "Евреи Чувашии" текен кĕнеке те пур. Унта кашнине тенĕ пек шута илме тăрăшнă. Ну калăр эппин, хăшĕ çавсенчен сирĕн тăшман? Шапиро сĕрмекупăсçă-и е ВНИИР инженерĕсем? ЧĔЛХЕНЕ ЙŸЛЕ ЯНИН УССИ ÇУК КУНТА.
Agabazar // 2894.28.5260
2013-01-24 15:39
Agabazar
Ача сачĕсем пирĕн мĕн ятлă, Алюш? Ивритла-и? Идишла-и? Унта хăш чĕлхепе вĕрентеççĕ? Каллех çав челхесемпе-и? Игорь Сайман панă гиперссылкăна тепĕр хут кĕрсе пăхăр çапах та: мĕн çырать унта "Абукина" текенскер...
Алюш // 1039.8.4424
2013-01-24 17:37
Agabazar-а( мĕн ячĕ ку пĕлместĕп): Кунта ВНИИР инженерĕсем, врачсем е профессорсем çинчен калани вообще вырăнлă мар.Эс Шапиро хушаматне астуса юлнă, шалти лару-тăру мĕнле пулнине ыйтса пĕл сценă ĕçченĕсенчен!
Алюш // 1039.8.4424
2013-01-24 17:42
Agabazar-а: тăнлă çынсем вĕсем "чăваш чĕлхине тĕп тăвар!" тесе çухăрмаççĕ. Ку ухмахсем валли. Ун пек кăшкăрсан пире питехчĕ те. Чĕлхене ЙŸЛЕ ЯНИПЕ ямвннине хамăрах пĕлетпĕр. И Сайман ав ЙŸЛЕРЕХ ЯМА хистет. Виçĕ чăваш, виçĕ патша.
Игорь Сайман // 1651.47.6996
2013-01-25 20:47
Епле кăшкăрмаççĕ? ПИТ АВАН КĂШКĂРАÇÇĔ! http://www.irekle.org/news/i355.html Анчах та вĕсем,Алюш,эсир шахвăртам пекки туса каланă пек, лешсем мар, ПАЧАХ УРăХХИСЕМ.Кунашкал кăшкăрашусене Интернетра пайтах тупма пултаратăр. "ПИТЕХЧĔ" ТЕМЕЛЛИ УНТА НИМĔН ТЕ ÇУК!
Алюш // 1039.8.4424
2013-01-26 12:12
И.Саймана: эс те ытлашши тăнлă, те ... . Эсĕ астăватăн-и чăваш наци юхăмĕ питĕ вăйлăн тапранса кайнă 90-мĕш çулсенче пирĕн тăнлах мар( хăш районсенчен ытларах пулнине каламăпăр)чăвашсем урамра, трллейбусра тата урăх çĕрте: вырăссене, еврейсене чарса- эс чăваш-и?, эс чăвашла пĕлетни-и? тесе çыпçăнни çинчен сăмах пырать кунта! Еврейсем ун пек кăшкăрмаççĕ( вĕсем чăнах та нумай тăнлăрах)
Алюш // 1039.8.4424
2013-01-26 12:17
Вообще кунта сăмах Турă çыннисем çинчен мар, хамăра мĕнле тытмаллине вĕсенчен,вырăссенчен,туратсенчен, кавказ халăхсен лайăх енĕсенчен вĕренмелле тесе каласшăн çеç эпĕ. Наука, тĕпчев ĕçĕсене тишкрсе ларма кăмăлах çук ман. Пирĕн несĕлсем хăйсене Уралпа Атăл хушшинчи халăх умĕнче тытма пĕлнĕ, çухалса кайман!
Алюш // 1039.8.4424
2013-01-26 13:20
Веренмелле тутарсенчен паллах(туратсенчен мар), каçарăр. Васканипе пулчĕ ку. Но тепĕр тесен çутçанталăкран, тискер кайăкран тата килти выльăх хăйсене мĕнле тытнинчен вĕренмелли пайтах.
Якур // 1039.8.4424
2013-01-27 14:12
И.Сайман, чăвашăм. Инет-ра пурне те пăхмалла мар, кирлине çеç. Эпĕ, сăмахран, пăхатăп Г.Падва, Г.Резник мĕнле процессем ертсе пынине. Хăйсен сообществине çак"высокоинтеллектуальный" адвокатсем кĕртмеççĕ( вĕсенчен кая мар чухлакан наци адвокачĕсем пурах вĕсем). Вĕсем сахал тÿлевсĕр нимле çынна та хÿтĕлеме çÿремĕç.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org