Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Ҫывӑратпӑр! юлташсем! ҫывӑратпӑр!

11.10.2011 19:197931 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Ҫӗр-шывра тӗлӗнмелле событисем пулса иртеҫҫӗ. Кавказран килнӗ вӗри ҫынсене ”маргиналсене” чӑтма пӑрахрӗҫ. Унта та кунта хӗне пуҫларӗҫ. Чӑнахах та, мӗншӗн вӗсене хисеплемелле. Сӑлтавӗ ҫук! Вырӑнти ялан кунта пурӑнакан ҫынсене хисеплемеҫҫӗ, хӗрсене мӑшкӑлаҫҫӗ! 100: криминалпа ҫыхӑннӑ ӗҫре ӗҫлеҫҫӗ. Мускавра тата ытти хуласенче, вообщем, тӗрӗс тӑваҫҫӗ! Вӗсене пӗтӗмпех сӳслентерсе, хӗнесех тӑмалла. Йӗркине пӗлччӗр! Тӗрӗс тӑваҫҫӗ. Анчах камсем. Вӗсем, вырӑс националисчӗсем.
А пирӗн чӑваш националисчӗсем пур-и вӗсем. Эпӗ, тен, вӗсене курсах кайаймастӑп. Анчах, шел пулин те, илтетӗп.
Пирӗн пурнӑҫра интереслӗ пулӑмсем пула пуҫларӗҫ.

Пӗрремӗшӗ, Кавказран килнӗ ҫынсем Заливра пӑшал персе ташлаҫҫӗ. Кам вӗсене чарать. Никам та.
Иккӗмӗшӗ, хула варринче хула ачисене ”читай обрусевший чуваш” Кавказ ачисем хӑраҫҫӗ. Макдоналдс патӗнчи вырӑна тата хамӑр залива эпир кӗртместпӗр.
Виҫҫӗмӗшӗ, студгородокра 60 ытла Кавказ студенчӗсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем каллех пирӗн йӗркесене пӑхӑнмасӑр , хӑйсен туй йӗрки тӑвасшӑн. Патӑрьел тата Елчӗк ачисене пула ҫеҫ чӑваш йӗрки тытӑнкаласа тӑрать.
Тӑваттӑмӗшӗ, телевиденипе питӗ интереслӗ сюжет кӑтартрӗҫ. Пӗр хула ачи «нацменьшинство долой!» тесе подъездсенче ҫырса ҫӳренӗ. Вырӑсланнӑ чӑваш ачи! Анчах тепӗр 4-5 ҫултан вӗсем пире тӑван хуларан ялсене хӑваласа ямаҫҫӗ-и.!? Пурӑнар вара хисеплӗ чӑвашсем ҫӗр улми ҫисе!
Пӗтӗмӗшле ҫавӑн пек. Кӑштах хаярланмалла, хамӑра кӳрентерме памалла мар! Хамӑра хамӑр хтӗлмасен пӗтетпӗр вит.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Вол // 1832.80.6673
2011.10.31 14:19
Авторитет, ят, ĕç. Çынсем мĕн калĕç-ши? Тăванăмăрсем, çак япаласемпе ĕлĕкренех халăхăн тымарлăхĕ çирĕпленнĕ. Çакна çухатсан, çынлăх çухалать!
антуни // 1530.13.2856
2011.10.31 20:47
чăваш çĕрĕ çинче чăваш хуçа пулмала ытисем тытчĕр хăйсене хăнарипек
Вол // 3034.9.6342
2011.11.01 15:25
Эпир пурте ку тĕнчере хăнара.....
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.01 21:00
Вол,пăрах мĕскĕнленме.
Вол // 2175.13.9472
2011.11.02 16:52
Эпĕ сурăх мар, "козел отпущения" пулас килместь.
Вол // 2175.13.9472
2011.11.02 17:14
Çак вунă çуллăхра тĕнче шăпи палăрать. Тархасшăн ан хыпаланăр ТĂВАНĂМĂРСЕМ! Йĕркене кĕрсемчĕ!
Елена // 8375.6.8986
2011.11.02 18:34
Çапăçнипе мир пулмасть. Анчах макăрман ачана чĕчĕ те памаççĕ. Хамăр пирки каламасан, хамăра хисеплеме хистемесен пире кĕçех питрен лач сурма пуçлĕç. Вăйлисене кÿрентерме никамăн та пуçра та çук, вăйссăррисене вара таптаса каçса кайсан та çул çинчен пăрăнманшăн айăплаççĕ.
Вол // 3252.27.8056
2011.11.05 11:56
Çиччĕ виç те пĕрре кас. Тĕрлĕ халăхсем хушшинчи çыхăнусемсĕр хальхи кун пурăнаймастăн.Саккун йĕркине пăхăнса ĕçлемелле те, тавлашмалла та, кĕрешмелле те!
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.05 19:35
Кам та пулин кунта мĕн те пулин саккунла мар ĕç сĕннĕ-и?Хамăра хамăр хисеплемелле тени саккунпа килĕшÿллĕ мар-и мĕн?
Елена // 2016.92.7056
2011.11.06 15:51
Тĕрĕс калатăн, Вол, кĕрешмелле. Ытти халăхсене кÿрентермесĕр хамăр пирки пĕлтермелле. Атту хăш чухне анекдотри пек пулать. Пĕрре пĕр вырăс мана Раççĕйре вырăссем, тутарсем, чукчăсем тата ытти халăхсем пурăнаççĕ терĕ. Мĕншĕн чукчăсем тесе ыйтсан, вĕсем пирки анекдотсем нумай тесе хуравларĕ.

Страницӑсем: [1], 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем