Аксар Чунтупай // 2666.09.2156
2011.05.05 15:42 | |
Шурчановпа Аксаков чăваш халăх интересĕсенчен тахçанах уйрăлса кайнă курăнать... Хăйсем те чăваш чĕлхине манса пыраççĕ. Ачисем те чăвашла пĕлмеççĕ... Апла пулсан мĕн калаçмалли... | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2011.05.05 17:42 | |
Ну тĕрĕссипе (хут çинче) çапла — чăвашли те вырăсли те пĕр тан.
Пурнăçра вара урăхла — вырăсли кăна (пĕр пĕчĕк тĕслĕх: университетра чăвашла кăна вĕренсе пăхăр-ха...; маршруткăсенче вырăсла кăна çырнă). Анчах кунашкал танмарлăх влаçа пĕрре те пăшăрхантармасть пулас. Чăваш чĕлхине хӳтĕлесе пĕр пĕчĕк сăмах хушсанах — тӳрех сиксе ӳкеççĕ. | |
Силюка Валери // 3345.19.9969
2011.05.05 22:47 | |
Ку паллах провокаци.Кам ĕненет Архипов патриот тенине.Федоров каялла килесшĕн пуль,чăвашсене каленным железом çунтарма. | |
Атнер // 8568.8.6851
2011.05.06 09:06 | |
Кĕркунне-суйлав.Михайловский мĕнле те пулин депутатра юласшăн.Конгресс президентне суйланă чухне юлашки минутчен залра ларчĕ.Федоров хушнă хура ĕçе,халăхран кулса,пурнăçларĕ:мĕскĕн Архипова хăварчĕ.Конгрес шайĕ ансах ларчĕ. | |
Елена // 2666.09.2156
2011.05.06 14:23 | |
Мана ку предложени питĕ килĕшрĕ: "основной язык - это чувашский, а потом уже русский". Кам кун пек пулмалла тет, атьăр пухăнса алă пусар! Çĕр е ик çĕр çын пулсан та – пирĕн сасса илтĕç. Кар тăмасан, чăн сăмаха та ăнсăртран персе янă тейĕç. | |
Якур // 5693.3.4898
2011.05.06 14:54 | |
Шел ĕçпе пач урăхла конгрессем.Хăйсене кирлĕ чухне кăна трибуна çине хăпарса кăшкăркалаççĕ.Пач пĕтерчĕ конгресс авторитетне Архипов.Пĕр сумлă çын та çук ун çумĕнче.Федоров иккĕшĕ нумай хура ĕç турĕç халăхран кулса. | |
Тимер // 8568.8.6851
2011.05.06 22:39 | |
Питĕ шел,паллах,патшалăх тытăмĕнче конгреса пула пĕтĕм чăвашлăха ним вырăнне хуманшăн.Хисеплеççĕ вăйлисене тата тăнлисене.Ыттисемпе вара усă кураççĕ.Айĕпĕ хамăрта кăна.Ыйткалакансем пулса кайрăмăр юлашки вăхăтра. |