Mama // 4181.36.9515
2011.04.13 21:28 | |
Турă çырни алăк патнех килет теççĕ-ха.Ман йăмăксем юлташĕсем паллаштарнипе качча тухрĕç,ача-пăчаллă, çемьере телейлĕ.Йĕркеллĕ каччăсене харсăр хĕрсем наччасрах хăйсене качча илтереççĕ çав. Юлашки вăхăтра хĕрсем ячĕшĕн качча кайма васкамаççĕ. Володя та тур çырнине тупайман курăнать, е çемьере телейсĕр... | |
Тимĕрке Митяй // 4290.70.0493
2011.04.13 21:47 | |
Манăн ывăлăм 16-ра çеç, тăванăмăрсем хушшинче шырăм-ха.
Эсир Паллашу уйрăмĕнче качча шырарăр-и? http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=17;t=1326 | |
Mama // 3438.90.4143
2011.04.14 07:26 | |
Кил сиктерсе мар, кашни килтех.Лайăх вĕреннĕ ачасем пурте хулана тарса пĕтрĕç. | |
Амăшĕ // 1824.13.4851
2011.04.14 08:16 | |
Пĕр хĕрарăм, эсĕ туйса илнĕ: эпĕ чăнах та "18 качча кайнисен" шутне кĕретĕп, çавăнпа манăн хĕрĕмсене хам пек шăпаллă пултарас килмест. Тÿрех телейлĕ пулччăр!
Пирĕн ялта та Шупашкар хĕрĕ çемье çавăрнă, ĕнине те сăвать, хуçалăхри пĕтĕм ĕçсене пурнăçлама пултарать. Упăшки çеç типме пĕлмест, арăмне те, ачисене те хисеплени курăнмасть... | |
Амăшĕ // 1824.13.4851
2011.04.14 08:24 | |
Володя! "Хĕрÿ 22 çула çитнĕ. Çак вăхăтра çемье туса ача çуратмалла. Хăв ухмахне халăха ан кăларсамччĕ!"- тетĕн эсĕ. Кам ухмахла сăмахлать-ши кунта? Амăшĕ хĕрĕн телейĕшĕн пăшăрханни ухмахланни шутланмасть тесе шутлатăп.Тĕрĕс калать пĕр хĕрарăм;"Володя чăн чăваш арçынĕ пек çынна хăртма çеç пĕлен пулмалла" | |
Пер херарам // 4037.68.5041
2011.04.14 11:59 | |
Чимĕр-ха, ялта çуралнă авланмалли каччăсенчен ĕçкĕпе иртĕхменнисем нумайрах вĕт ĕнтĕ.Вĕсене те пулин хулана вĕренме кайсан хула хĕрĕсем çавăрса илеççĕ те вĕçертмеççĕ.
Ман хамăн ывăлсене тем пек ялти сăпай та ĕçчен хĕрпе пĕрле тăвас килет те темле çав...Амăшĕ,эс маттур,маххă ан пар,( эп те чăваш чĕлхи вĕрентетĕп.) | |
Саня матки Валерикки // 2040.1.2039
2011.04.14 17:16 | |
Чаплă амăшĕн чаплă хĕрĕ епле-ха вара путсĕр каччăн савнийĕ пулма пултарнă? Хуйăхăра çын çине кăларса пулăшу ыйтни лайăх ĕнтĕ вăл,тăхлачă. Ийя,ийя... "Наши победят!","Ура!",тесе малалла талпăнăр,тăхлачă.Ийя.Иртĕ хуйăху,куçăра ан шывлантарăр.Ийя çав. | |
Пер херарам // 6000.4.2356
2011.04.14 20:47 | |
Саня матки Валерикки,сана хăта темелле-ши,тăхлачă темелле-ши,
хĕр чух хĕрĕх теççĕ,путсĕр каччи вăл çав шутран,эс палхар-суварсем çинчен калаçнă чух ытлаванçын пекех туйăнан, хĕрарамсемпе калаçнă чух вĕсене хисеплени сисĕнмест... | |
Амăшĕ // 1150.49.8422
2011.04.14 22:13 | |
Тимĕрке Митяйĕн канашĕпе "Паллашу кĕтесне" кĕрсе пăхрăм. Каçарăр , унта кулса-шÿтлесе çеç çыраççĕ тесе шутланăччĕ. Страницăран страницăна куçрăм та -- эпир пурте пĕлекенсем те пур иккен унта.Валерикки, эсĕ вĕсенчен те куласшăн-и? "Несовременнăй" çын-им эсĕ? Кайса кил-ха "Паллашу кĕтесне" разведкăна, ан ÿркен. | |
Силюка Валери // 2880.05.8668
2011.04.14 23:48 | |
Амăшĕн шухăшĕпе ма килĕшмелле мар,тавлашакансем те пур тата. Ачасен пуласлăхĕшĕн малтанах шутламалла,каччине те,хĕрне те суйламалла. Пĕлсе тăрса хĕре юлхава качча пани мĕн тени пулать ?Камран кам çуралассине ашшĕпе амăшĕ кăна курма пултараç, çамрăксем юратупа суккăр. |