Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Камсем ЭПИР?

27.02.2011 21:1737466 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Салам, ЧӐВАШСЕМ! Паян кун та чӑваш чӗлхи пӗтесси пирки калаҫатӑр-и? П.Хусанкай та, Я.Ухсай та хӑйсен вӑхӑтӗнче тӑван чӗлхе пуласлӑхе пирки пӑшӑрханнӑ пулсан та эпир паян кун та ЧӖРӖ! ЭПИР ЧӖРӖ ПУЛСАН, ХАЛӐХ ТА ПАЯН-ЫРАН ВИЛМӖ-ХА! Апла пулсан пурӑнар-ха пурнӑҫа!... Ӗмӗрсем иртсен те мӑнукӑмӑрсем пуҫа каҫӑртса пирӗнпе мухтанма пултарччӑр.
Паян сӑмах вара пачах та урӑххи пирки. Мана пачах та урӑх ыйту кӑсӑклантарать. Мӗншӗн пирӗн халӑха чӑваш тесе ят панӑ? Ҫак сӑмахӑн этимологийӗ мӗнлерех-ши? М.Р.Федотова ӗненес пулсан чӑвашсене марисем ят панӑ пулать. Анчах та ку шухӑшпа питех килӗшес килмест. П.Хусанкай йӗркисем пуҫран тухмаҫҫӗ: «Ят хума пултарнӑ хамӑр, хӗвеле, ҫӑлтӑрсене…» Вара эпир хамӑр халӑха ят пама пултарайман-ши? Ытти халӑхсемпе хутшӑнмасӑрах пурӑнман пулӗ, ыттисене хамӑрпа мӗнле паллаштарнӑ?
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимер // 8568.8.6851
2011.04.19 07:09
Чурара çуралнă çын чурарах пурăнасшăн. Кам каланă-ха"...Каждый день по капле выдавливать из себя чувство раба"тесе.Чеховчĕ пулас?
Анатсем // 2882.54.1707
2011.04.19 13:05
«Камсем эпир?» ,- тесе ыйтать Шанчăк. Паллах, чăвашсем. Чăваш пулар та пĕрле утар!
Атл // 1937.51.8407
2011.04.19 14:07
Suas..
arsuas....Arsuasen
Елена // 2666.09.2156
2011.04.20 15:26
Сирĕн çырăвăрсене вуласа çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне çите пуçларăм: ЭПИР КАМ ИККЕННЕ ПĔЛМЕСТПĔР! Апла пулсан мĕншĕн шавлатпăр-ха? Пире хăть те мĕнле чĕнсен те çавах иккен. Хăть чăваш, хăть сăвар, хăть пăлхар, хăть çын?! Пирĕн атте-анне кам пулни те çавах пулĕ: хăть тарçă, хăть вăр-хурах, хăть çын вĕлерекен…
Елена // 2666.09.2156
2011.04.20 15:32
Атте-анне кам пулни темех мар, мана ман ятшăн хисеплеççĕ тетĕр-шим? Чăвашсем çичĕ сыпăк таран тăвансене пĕлсе хутăшса тăнă. Çакна тума пултарайманни çур чăваш шутланнă. Халăхăн хăть 7 ĕмĕр таран хăйĕн историне пĕлмеллех пулĕ. Халăх вăл 3-4 ĕмĕр хушшинче çуралса мил таран çитеймест. Пирĕн истории чылай тарăнрах.
Елена // 2666.09.2156
2011.04.20 15:35
Çакна вулакан кашни чăвашран, сăвартан, пăлхартан ыйтас килет: ЭСИР ТĂВАН ХАЛĂХ КУН-ÇУЛНЕ 7 ĔМĔР ТАРАН ПĔЛЕТĔР-И? Пĕлместĕр пулсан – эсир çур çын кăна. Вĕсен шутне эп хама та кĕртетĕп
Atl // 2557.47.9024
2011.04.20 18:32
Р.Х.Амирханов:"Организаторы переписи, в отличие от историков, татар «вывели» из состава тюрков."
Atl // 2557.47.9024
2011.04.20 20:16
Тимĕрçĕсем авалтанпа, тен Булгарсен кĕмĕль укçине те тунă пуль, лашасене подкова ларттарма вĕсем патне пынă пĕтĕм округран.
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.21 12:06
Шанчăк каланă сăмахсем тарăн щухăша яраç. Чăннипех-те тăван халăхăн шăпи чуна ыраттарни куçкĕретех. Пысăк тав сана пире те çавăн пиркиех шутлама чĕнсе каланишĕн. Тен,майĕпен,хамăр историпе кăсăкланса халăх вăранĕ те хăйне хисеплеме пуçлĕ. "Иван не помнящий родства" ан пултăр пирĕн хушăра.
Елена // 2666.09.2156
2011.04.23 16:43
Калăр-ха, пуçлăх ачи, вăрă ачи е ашшĕ-амăшне пĕлмесĕр пурăнакан ача хăйне ыттисен хушшинче мăнаçлăрах, килĕшÿллĕрех тытать? Вăрă ачи те ашшĕ-амăш пуррипе мăнаçлăрах. Тăлăха - туратпа перĕнни те пĕренепе çапнă пекех туйăнать.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем