Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Чӑваш такмакӗсем хушӑр

29.08.2010 10:3422094 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Хам тахҫанах уҫнӑ сайта http://takmaksem.ucoz.ru/ ҫӗнӗрен такмаксем вырнаҫтартӑм. Камӑн кунта такмак хушас кӑмӑл пур: вырӑсли-и, чавашли-и - тархасшӑн
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2010.11.08 17:30
Аксар Чунтупай
Тавтапуç. Мана халăх такмакĕсем кирлĕ, автор такмакĕсем мар. Автор такмакне чун валли мар, рифма валли çеç çырнă пек туйăнать.
Людмила // 1897.85.8672
2010.11.12 22:10
Савни розовăй кĕпипе
Тур лашине шăварать.
Тăрахап та каяп тесе
Ялан ăша çунтарать.

Ташлать ĕнтĕ,ташлать ĕнтĕ,
Пĕвĕ хумханать ĕнтĕ.
Ташшине пăхса тăрса
Чунăм савăнать ĕнтĕ.

Ташлани-юрлани
Хĕрупраçа ним те мар,
Арăмсене уйăрттарса
урçапа çÿрени мар.
2010.11.13 15:33
Аксар Чунтупай
Аван, аван. Татах çырса парăр.
2010.11.14 21:37
Аксар Чунтупай
"Чăваш такмакĕсем" сайт страницисене тултарса пĕтертĕм. Халĕ, тăвансем, сирĕнтен çавнашкал материалсем кĕтетĕп.
Хайдар // 4106.89.5606
2010.11.18 23:27
Эх чух, яш чух
çичĕ пăт та çурă чух
Халĕ ĕнтĕ ватăлтăмăр
Икĕ пăт та çурă çеç.
2011.01.01 19:04
Аксар Чунтупай
Хайдар такмакĕ аван - сайта http://takmaksem.ucoz.ru/load лартрăм. Тăвансемĕр, Çĕнĕ çул такмакĕсем хушăр!
наташа // 1015.07.7319
2011.01.24 18:25
Хоппа,триста,урăх шутламас та
Хĕл мучи конфет памасан урăх ташламас та

2011.01.27 20:34
Аксар Чунтупай
Маттур, Наташа, урăх такмак çук-им? Сан такмакна кунта лартрăм: http://takmaksem.ucoz.ru/load
Пер херарам // 1531.75.5167
2011.02.04 21:36
Елка,елка, питĕ капăр,
симĕс-симĕс йĕпписем,
пĕр канфетшăн савăнатпăр,
эпир-ухмах ачасем.
Пер херарам // 2298.67.4982
2011.02.08 21:45
Манăн атте пит ăста
Хапха юпи сăрлама,
Эп аттерен те ăста
Стакан тĕпне çулама.

Шестьсот,восемьсот,
Эпир хамăр высший сорт,
Такăнмасăр ÿкместпĕр
Ватăлмасăр вилместпĕр.

Савни килет салтакран
ик ааллинче чăматан,
Хирĕç чупма тытăнтăм,
Майри килет хыçалтан.

савни сарă та пулать,
Савни хура та пулать.
Сарă савни вĕçкĕн пулать,
пире хури те юрать.

Эс те кайнă мунчана,
эп те кайнă мунчане,
Ман савнипе эс çÿренĕ
Халь пулатăн пуçана.

Авă килет мелке пуç,
мотоцикл илнĕ уж
Мотоцикл çине ларса
Паллами те пулнă уж.

Трактор суха сухалать,
Суха пуçне пăркалать.
Манăн савнин çĕнĕ хĕрĕ
Кутне-пуçне пăркалать.

Тара-тара, тара-тара
Аран тарса хăтăлтăм,
Шыв ĕçме кĕретĕп тесе
Улталаса хăвартăм.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем