Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

nkirillova усӑ курaкан дневникӗ


Иосиф Дмитриев ҫинчен…

  03.07.2022 13:03 | 133 хут пӑхнӑ

Иосиф Александрович Дмитриев ман асӑмра вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн, пурнӑҫри самантсемпе асра юлнӑ. Чи малтанах, эпӗ ӑна пӗрремӗш хут 1978-мӗш ҫулхи ҫулла Чӑваш академи драма театрӗнче курнине астӑватӑп. Эпир ун чух Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищине вӗренме кӗме пултарулӑх экзаменӗсем тытатпӑр. Пӗр ҫамрӑк ҫын театр картишӗнче темиҫе ачана сӑвӑ вулама пултарайманнишӗн вӑрҫсах тем калать. Ахӑртнех, вӑл комисси ларакан вырӑнтан тухса артист пулма вӗренме кӗрес текен ҫамрӑксене картишне тухсах ятлама шутланӑ пулас.

Малалла...

 

Пирӗн Виталий Соломин

  04.02.2022 15:28 | 1392 хут пӑхнӑ

Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче эпир, пулас артистсем, 1978-1983-мӗш ҫулсенче вӗреннӗ. Училище Мускаври Малый театр ҫумӗнче вырнаҫнӑ пирки пире унта ытларах Малый театрта ӗҫлекен артистсем вӗрентетчӗҫ. Эпир, паллах, малтанах актер ӑсталӑхӗпе пире миҫе педагог вӗрентме пултарассине пӗлме пултарайман. Шупашкарта конкурссем иртнӗ май, юлашки иртекен турсенче эпир хамӑрӑн пулас икӗ преподавателе пӗлеттӗмӗрччӗ-ха. Вӗсем пире суйласа илме ятарласа Шупашкара килнӗччӗ.

Малалла...

 

Кирилл Кириллов: «Чун кирлӗ, чун!..»

  23.01.2022 19:25 | 2223 хут пӑхнӑ

Эс пурнӑҫран уйрӑлса кайни 25 ҫул, чӗрӗк ӗмӗр ытла иртсе кайрӗ. Кӑҫалхи 2022 ҫулхи кӑрлач (январь) уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вара, пурӑннӑ пулсан, сан 60 ҫула ҫитнӗ юбилейне паллӑ тӑваттӑмӑр. Анчах пурнӑҫу питӗ кӗске пулчӗ, 34 ҫула ҫитсе эсӗ пиртен уйрӑлса кайрӑн. Пурӑнса ӗлкӗрнӗ 34 ҫул хушшинче мӗн туса ӗлкӗрнин пӗр пӗчӗк пайне, хӑв пурӑннӑ чух кӑларма ӗмӗтленсе кӗнекен ятне те хӑвах панӑ «Чун кирлӗ, чун!..» кӗнекӳне 2006-мӗш ҫулта ман Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑларма тӳр килчӗ. Вунӑ ҫул хушши тапаҫлантӑм сан хӑв пурӑннӑ чух курма ӗмӗтленнӗ кӗнекӳне кӑларас тесе.

Малалла...

 

«Куракансене хисеплес пулать!»

  24.12.2021 14:08 | 2403 хут пӑхнӑ

«КУРАКАНСЕНЕ ХИСЕПЛЕС ПУЛАТЬ!» Ҫапла кӑшкӑру палли лартсах ят панӑ Леонид Агаков писатель, театровед 1959-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ лартнӑ спектакльсене пахаласа ҫырнӑ хӑй статйине. Леонид Яковлевич Агаков писатель, 1935-мӗш ҫулта Мускаври патшалӑх театр институтӗнчи театроведени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑскер, Чӑваш театрӗн спектаклӗсем пирки статьясем ҫырсах тӑнӑ, тӗрӗс тата вӑхӑтра критиклеме тӑрӑшнӑ, кирлӗ чух театр коллективне хавхалантарма та пултарнӑ.

Малалла...

 

Владимир Бурмистров артист

  14.11.2021 20:15 | 1850 хут пӑхнӑ

Тепӗр ҫул, 2022 ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ валли Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен чӑваш студийӗ вӗренсе килни 50 ҫул ҫитет, ҫур ӗмӗр. 1972-мӗш ҫулта Чӑваш академи драма театрӗ валли 19 хӗрпе каччӑ вӗренсе килнӗ вӑл институтран. 8 артист Чӑваш театрӗнче нумай ӗҫлеймен, тӳррех тӗрлӗ еннелле саланнӑ. Вӗсен хушшинче талантлӑ артист Владимир Бурмистров та, Вӑрнар район каччи. Чӑваш театрӗнче ӗҫлеме пултарайман ытти артистсен ячӗсене те асӑнса хӑварам, вӗсем: Зинаида Андреева, Альберт Белков, Валентина Громова, Иосиф Дмитриев, Николай Ильин, Владимир Маломайкин, Леонид Трифонов.

Малалла...

 

«Чӑвашкино» ҫинчен шутласа…

  20.10.2021 00:11 | 1721 хут пӑхнӑ

«Чӑвашкино» ҫинчен ырӑ мар хыпар илтрӗм те, сайтра пичетленнӗ статьясене чуна ыраттарса вуласа тухрӑм. Комментарисем ҫырни пулӑшаяс ҫук, статья ҫырма шутларӑм. Калас сӑмаха каламалла тата кирлӗ вӑхӑтра каламалла. Вӑхӑтра каламан сӑмах пирки мӗн чухлӗ нуша куратпӑр: чӗлхе те вакланнӑ, Наци лицейӗ те арканнӑ, Чӑваш театрӗ те пӗтсе ларнӑ… Туллиех проблема!

«Чӑвашкино» ҫинчен эп вуниккӗри ача Тани Юн ҫырнӑ, 1972-мӗш ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Иртнӗ кунсем, ҫулсем» кӗнекере вуласах тӗлӗннӗччӗ.

Малалла...

 

И.С. Максимов-Кошкинский «Константин Иванов». 1 пайӗ

  13.10.2021 16:52 | 1427 хут пӑхнӑ

Тӗлӗнмелле вӑхӑт пулнӑ чӑваш ачисемшӗн!

Пӗр хӗрӗх ҫул хушшинче пирӗн чӑвашсен

Уҫӑлаҫҫӗ хут ҫинче хӗсӗк куҫӗсем.

Икел шӑтса ӳснӗ пек, шкулсем уҫӑлать.

Ырӑ ҫын никӗс хунипе ҫирӗп пурӑнать.

Чухӑн чӑваш ачисем ҫунать чӗрипе:

«Епле майпа вӗренме кӗрес-ши?» тесе.

Калла-малла Атӑлпа пӑрахут куҫать:

Чӑваш ачи ҫӑпатапа вӗренме каять.

Ӗне ҫинӗ кӗнеки унӑн тупӑнать.

Чӑваш пуклакрах чӗлхи ытарса вулать.

Малалла...

 

Пирӗн Айхи

  04.10.2021 17:58 | 3220 хут пӑхнӑ

Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнче 1978-1983-мӗш ҫулсенче Чӑваш студинче вӗреннӗ вӑхӑтра Чӑваш Сӑмах Илемӗпе унӑн Хисепне (чӑваш чӗлхипе литературине кӑна мар!) пире вӗрентекенсем виҫҫӗн пулнӑ. Вӗсем: Ева Николаевна Лисина, Геннадий Николаевич Айхи тата Геннадий Никандрович Волков. Пӗрремӗш курса ачасене вӗрентме килнӗ Г.Н. Волков Германине виҫӗ ҫуллӑха ӗҫлесе пурӑнма тухса кайнӑ пирки чӑваш ачисен тӗрӗс те илемлӗ калаҫӑвне аталантарас ӗҫре вӗрентекенсен тепӗр педагог шырама тивнӗ.

Малалла...

 

Никита Бичурин. Кам вӑл?

  17.09.2021 13:35 | 3873 хут пӑхнӑ

Ан ман иртнине: вӑл пуласлӑх вӗрентекенӗ.

Чӑвашсен паллӑ ученӑй-востоковед Никита Бичурин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен Чӑваш театрӗн сцени валли чи пирвайхи хут Виктор Павлович Романов вырӑсла пьеса («Вольнодумец в рясе» (Никита Бичурин) 1956-1959-мӗш ҫулсенче ҫырнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ӑна чӑвашла куҫарса 1959-мӗш ҫулта Константин Иванович Иванов режиссер лартнӑ. «Никита Бичурин» пьеси Чӑваш театрӗн сцени ҫинче кун ҫути курнӑ хыҫҫӑн 1961-мӗш ҫулта Виктор Романов «Бичурин» ятлӑ киносценари ҫырса пӗтерет.

Малалла...

 

Эстони чӑвашӗсем патӗнче

  06.07.2021 15:36 | 2127 хут пӑхнӑ

Ҫулланнӑҫем илемлӗ ҫут тӗнче,

Тӗнче варри — тӑван ҫӗршывӑмӑр.

Петӗр Хусанкай

 

2006-мӗш ҫулта, шӑп 15 ҫул каялла ман Эстони чӑвашӗсем патӗнче пулса курма тӳр килнӗччӗ. Питӗр хулинчи Ленсовет ячӗллӗ театрӑн сцени ҫинче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн икӗ кунлӑх гастролӗ иртрӗ. Вӑл спектакльсене Эстони ҫӗршывӗнчи Нарвӑпа Таллин хулисенче пурӑнакан чӑвашсем те пырса курчӗҫ. Аякри йӑхташсем ҫапла пӗр пулса ӗҫлеме пултарни пире савӑнтарчӗ те, тӗлӗнтерчӗ те.

Малалла...

 
Страницӑсем: [1], 2
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2022 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере шыв юххине хирӗҫ ишме тивӗ. Пӗтӗмпех сире хирӗҫ тейӗн, эсир нимӗн те тӑваймастӑр пек, анчах тумаллах. Эсир хӑвӑра кирлине илмелли ҫӗнӗ меслетсем тупатӑр.
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org