Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -22.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

epe' otpuskra

  18.07.2007 11:36 | 7360 хут пӑхнӑ
tusa'msem, epe' otpuskra. hal' Shvezzire, kajran man attepe anne patne kajassha'n. Kajran (maj pulsan) Shupashkara ta kajsa kilesshe'n....
s'ullahi salamsem!
 

Ҫӳлтикасси - Кӳкеҫ - Ишек фотосесси

  11.07.2007 11:39 | 7007 хут пӑхнӑ
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче эпӗ каллех фотосессине тухрӑм. Кунхинче хам ҫуралнӑ вырӑн тӑрӑхӗнчи ялсенчен пуҫласа Ишек тарин ҫитес терӗм. Ирхине 5 сехетре тухрӑм та малтан Лапсар чарӑнӑвне уттартӑм. Унта чи малтанхи 153-мӗш мартшрутӑн (Шупашкар-Лапсар-Кӳкеҫ) автобусӗ пулмаллаччӗ. Унпа эпӗ Ҫӳлтикасси таран ҫитесшӗнчӗ. Анчах чарӑну вырӑнӗнче нумай та тӑмарӑм пӗр ҫӑмӑл машина чарӑнчӗ те мана лартса кайма хавас тенине пӗлтерчӗ. Ҫапла вара Ҫӳлтикасси патне эпӗ 5 сехет те 15 минутрах ҫитрӗм. Сӑмах май тата каласа хӑварасшӑн — ку фотосесси валли ятарлӑ футболка та турӑм — Chuvash.

Малалла...

 

Отпуск

  04.07.2007 20:05 | 6451 хут пӑхнӑ
Ырантан пуҫласа эпӗ отпускра. Икӗ эрне хушши тетелте эпӗ пулмӑп. Тетеле тухсан та вӑхӑтлӑха ҫеҫ.

Отпуск хушшинче икӗ фотосесси те пулин тӑвасшӑн.
 

АвтоВАЗ утонул в месячной норме осадков

  03.07.2007 12:57 | 6246 хут пӑхнӑ
http://news.gismeteo.ru/?newsitem=63319155174

Активный атмосферный фронт завис над Средним Поволжьем. На нем возникла теплая волна, которая, обострившись в ночные часы, вызывала сильные дожди по всему региону. По данным радарных наблюдений «наковальни» грозовых облаков достигали высоты 11 км. Из-за них в регионе прошли сильные и очень сильные ливневые дожди, сопровождавшиеся молниями и непрерывными раскатами грома. За сутки в Татарстане выпало 29 мм осадков, Башкирии - 27 мм, Оренбургской области - 20 мм, Саратовской области - 31 мм, в Самарской области – 86 мм.

Малалла...

 

Чулхула-Хусан

  02.07.2007 16:51 | 6296 хут пӑхнӑ
Эрнекун 29-мӗшӗнче Хусана пуйӑспа кайма тӳр килчӗ. Пуйӑсра вара татар чӗлхине илтес терӗм те илтеймерӗм. Тутарсем те вырӑсланса пыраҫҫӗ иккен, чӑашсем кӑна мар.
Юнашар пӗр чӑваш хӗрӗпе вырӑс каччи ларса пычӗҫ. Хӗрӗ патне яла каятчӗҫ пулас. Малтан вӑл тутар пулӗ тесе шутларӑм (вырӑсла калаҫнӑ чухне акценчӗ пур пирки). Анчах та кайран килне шӑнкаравланӑ чухне чӑвашла калаҫрӗ. Канаша ҫити каяҫҫӗ иккен...

Тата... Хусантан Элмет районне машинпа тухсан ҫул тӑрӑх питӗ нумай чӑвашла ят тӗл пулчӗ. Тӗслӗхрен, Шуранка ятлӑ юханшыв.
 

Против НАВЯЗЫВАНИЯ <<основ православной культуры>> в школах ! Поддержите правильную инициативу !

  26.06.2007 18:40 | 6513 хут пӑхнӑ
Заявление открыто для присоединения, подписи присылайте на irhrg@hrworld.ru
В письме указать : фамилию, имя, город проживания, род деятельности, своё отношение к православию.
В заголовке письма : "Против ОПК".

Программа преподавания ОПК для начальных классов: http://vob.ru/science/opk/program.htm

ТЕКСТ ЗАЯВЛЕНИЯ :

Заявление гражданских организаций в связи с введением Основ православной культуры в качестве обязательного предмета в школах Воронежской области

25 мая в прессе появились публикации о заключении договора о сотрудничестве между Управлением образования Воронежской области, Институтом усовершенствования учителей и Воронежской епархией РПЦ.

Малалла...

 

Вӑрҫаҫҫӗ... хирӗҫеҫҫӗ...

  25.06.2007 20:11 | 6322 хут пӑхнӑ
Эпӗ хам вӑрҫнипе хирӗҫнине питӗ юратмастӑп. Ӑнланмастӑп, мӗнле-ха хирӗҫме пулать? Ытларах чухне вӑл ман шутпа пӗр-пӗрне ӑнланма тӑрӑшманнинче. Ӑнланатӑп, сан пирки тем те пӗр каласа пӗтерсен — сӑмах каламасӑр, каҫарма йывӑр. Анчах та пурнӑҫ вӗҫӗ таран пӗр-пӗрин ҫине кӳренсе пуранма питӗ йывӑр-ҫке. Христос тӗнӗнче, ав, питӗ лайӑх ен пур — ҫынна каҫарма вӗрентеҫҫӗ. Христос тӗнӗн ку лайӑх енӗсенчен пӗри. Ҫакна каласа эпӗ пурне те, кам пӗр-перинпе хирӗҫсе кайнӑ — пӗр-пӗрне каҫарма ыйтатӑп. Ачасемех, ав, хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр самантранах пӗрле выляҫҫӗ, кӳренӗвне ӑшра тытса тӑмаҫҫӗ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна йышӑнакансене

  25.06.2007 18:47 | 5977 хут пӑхнӑ
Алина Аркадьевнӑпа Г. Дегтярёв каласа панӑ тӑрӑх нумай пулмасть гуманитари институтӗнче тӗрлӗ институт ертӳҫисем пухӑннӑ, чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна сӳтсе явнӑ. 2012 ҫулчченех программине ҫырасшӑн пулас. Мана ҫав «пысӑк» ҫынсене акӑ мӗн калас килет:
Нивушлӗ эсир чӑваш чӗлхи пӗтнине курмастӑр? Нивушлӗ пурте те вырӑслантарса ярасшӑн? Пулас ӑрусене кайран мӗнле куҫран пӑхмалла пулӗ вара сирӗн? Сире кайран «чӑваш чӗлхине пӗтерекенсем» ятпа хакласса кӗтетӗр-им? Чӑваш чӗлхи хӑрушлӑха лекнине мӗн туймастӑр-им? Аталану пулмасан — чӗлхе пӗтет, эсир вара аталанассинчен питӗ хӑратӑр пулас, кирлӗ мар теетӗр!

Малалла...

 

«Предупреждать надо!» или «Не уверен — не обгоняй!»

  12.06.2007 15:32 | 6990 хут пӑхнӑ
Я уже писал про то, как коллега купил электровелосипед. Так вот, недавно, с ним случился такой момент. Едет он значит по Похвалинскому съезду (в общем, для преодоления этого подъёма он и купил данный электровелосипед). В самом начале подъема перед ним ехал парень крепкого телосложения. Так как ехал парень как и он по проезжой части, то в данный момент обгонять его он не стал. Около церкви (где ранее планетарий был), коллега перебрался на тротуар (по проезжей части не особо любит ездить) и спокойно обогнал того парня.

Малалла...

 

Улан Баторти метро

  11.06.2007 14:09 | 6993 хут пӑхнӑ
Википединче ҫак хула ҫинчен кӗртнӗ май ак ҫак страница ҫине лекрӗм.
http://ulaanbaator.narod.ru/index-rus.html

Мана питӗ килӗшрӗ. :) Ку сайта вуласан хулара метро пур тесе шутлӑн :) Никам та пулса курман-ҫке-ха :) Сайтне вара тӗплӗн хатӗрленӗ.
 
Страницӑсем: 1, ... 356, 357, 358, 359, 360, [361], 362, 363, 364, 365, 366, ... 389
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 25

1884
142
Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1886
140
Кӳкеҫре хут вӗрентекен шкул уҫнӑ.
1908
118
Ухсай Мария Дмитриевна, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1923
103
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Ҫӗнӗ ял» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1927
99
Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Тимухха Хӗветӗрӗ, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ.
1944
82
Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
1945
81
Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1972
54
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ.
1974
52
Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1998
28
Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...