Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.5 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Ыйту

  18.03.2008 12:40 | 6697 хут пӑхнӑ
Сирен сайта фотосем тата юрӑсем еплерех ярса пама пулать???
 

ЧНК сайчӗ чӑвашланма пуҫланӑ

  17.03.2008 21:08 | 6726 хут пӑхнӑ
Халӗ вӗсен сайтне кӗрсе пӑхас терӗм те вӗсен сайтӗнчи хыпарсем чӑвашланнине куртӑм.
Эпӗ тӑрмашсах «Чӑваш пики» конкурс ҫинчен пӗлтерекен хыпара вырӑсларан чӑвашла куҫарса ларатӑп. Вӗсен унта вара чӑвашли пулнӑ иккен.

Юрать, малашне пӗлӗпӗр...
 

Чӑваш фильмӗсене пӑхрӑм

  17.03.2008 16:43 | 6700 хут пӑхнӑ
Шупашкара ҫитнӗ хыҫҫӑн нумай чӑваш фильмӗсене пӑхма май пулчӗ — юлташсем патӗнчен дисксене илсе килнӗ те (тата хам та тепӗр диск илтӗм) — пӑхрӑм.
Ак ҫаксем пулчӗҫ: "Кин кӗртесси ҫӑмӑл мар", "Пушмак пӑру мыскари", "Иртнине тавӑраймӑн", "Капӑр Кулине", "Арӑмсем тӑна кӗртрӗҫ" (ҫӑплаччӗ пулас). Пурте тенӗ пекех камитсем, иккӗшӗ вӗсенчен тата мелодрама евӗрлӗ.

Мӗн сӑнарӑм:
* пӗр вырӑнта актёрӗ такӑнчӗ (хӑш фильмрине хать тӗрӗсех астумастӑп). Фильм вӑл театр мар, ҫавна май вӑл сценӑна ман шутпа ҫӗнӗрен ӳкермеллех пулнӑ ҫав.
* "Пушмак пӑрири" арман килӗшрӗ.

Малалла...

 

Ман компьютерта Чӑваш ялавӗ ялкӑшать

  14.03.2008 12:53 | 7059 хут пӑхнӑ
Ҫак экран сыхлавҫине уҫласа илнӗ хыҫҫӑн, унта чӑваш ялавне кӗртсе лартма пулать.

http://www.3planesoft.com/pages/flag.html

Ак ҫапла ман компьютерта чӑваш ялавӗ ялкӑшать:
 

Чӑваш архетипӗсемпе Раҫҫейре те усӑ кураҫҫӗ

  13.03.2008 22:59 | 6673 хут пӑхнӑ
«Хыпар» хаҫатӑн пӗлтӗрхи 185№ ҫакӑн пек кӑсӑклӑ статья куртӑм:
Раҫҫей гербӗнчи икӗ пуҫлӑ ӑмӑрт кайӑк ҫынсене сахал мар калаҫтарать. Ӑсчахсем, ӑслӑлӑхра нимӗн те чухламаннисем тавлашаҫҫӗ. Истори тӗлӗшӗнчен илсен кӑштах та пулин ӑнланмалла ӗнтӗ: Виҫҫӗмӗш Рима Византирен вӗҫсе пырса, икӗ пуҫлӑ ӑмӑрт кайӑк пуҫласа 1497 ҫулта III Иванӑн патшалӑх пичечӗ ҫине анса ларнӑ. Ку тӗслӗхре пире идеологи саманчӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйту кӑсӑклантармасть /Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх символӗ тӗп тӗне — православие кӑна ҫутатса парать, ислама, иудаизма тата ытти тӗне шута илмест/.

Малалла...

 

Ҫӗнӗ Шупашкар — чӑваш хули

  13.03.2008 13:58 | 5843 хут пӑхнӑ
Савӑнтарчӗҫ. Lenta.ru ак мӗн пӗлтерчӗ паян:
Мэр чувашского города Новочебоксарск Валерий Андреев ушел в отставку по собственному желанию. Об этом в четверг сообщает агентство "Интерфакс".

http://lenta.ru/news/2008/03/13/andreev/
Тавах! Ҫӗн Шупашкар чӑвашсен!
 

Пятидневка

  12.03.2008 11:22 | 6118 хут пӑхнӑ
Эх... вот ведь жилось ранее... Ранее у чуваш (еще у кого-то такой календарь был) в неделе было 5 дней всего лишь. Суббота и воскресенье прибавились после. Пятница была выходным днем. Четверг соответственно — предпраздничным. Хорошо как было: три дня поработал, на четвертый (который так и назывался, предвыходным) немного сделал вид, что работаешь и отдыхаешь. :)

Сейчас же пять-шесть дней работать надо.
 

Ci Ansat Şyru

  09.03.2008 03:28 | 5738 хут пӑхнӑ

Эх ҫак ҫӗнӗ орфографи йӗркисем

  08.03.2008 13:49 | 6381 хут пӑхнӑ
Хальхи орфографипе ҫырнӑ текстсене вулатӑн та... тӗлӗнмелли кӑна юлать. Ак «ас тӑватӑп» сӑмахах илер. Темӗнле «ас» тӑвать ӗнтӗ... Малтанхилле мӗнле лайӑхччӗ — «асту» ҫыр та ӗҫӗ те пӗтнӗ. Ним иккеленмелли те ҫук :)
 

Чӑваш хӗрарӗмӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ

  08.03.2008 12:09 | 4832 хут пӑхнӑ


Шупашкарта Чӑваш халӑх художникӗн Моисей Спиридоновӑн музей-хваттерӗнче кӗнеке уявӗ иртрӗ. Ӑна Валентина Минеевӑн кӑҫал тухнӑ “Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ” (“Чувашское узорное ткачество”) кӗнекине халалланӑ. Вӑл – “Из опыта народных мастеров” серипе тухнӑ 3-мӗш капӑр кӗнеке – малтанхисем пек вырӑсла ҫеҫ мар, икӗ чӗлхепе. Унта “Сӳс-кантӑрпа ҫип ҫинчен”, “Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен”, “Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем”, “Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи” ятлӑ пайсем пур.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 342, 343, 344, 345, 346, [347], 348, 349, 350, 351, 352, ... 392
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Ҫурла, 02

1928
98
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
71
Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1968
58
Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...