Муркаш районӗнчи Москакасси ял хутлӑхӗн депутачӗсем «Сычуань-Чувашия» фирма вӗсен тӑрӑхӗнче сӗт комплексне тӑвасси тавра калаҫма канашлу ирттернӗ. Унта халӑх тарҫисем пӗр шухӑшлӑ пулса пурте хирӗҫ сасӑланӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Москакасси ял хутлӑхӗн депутачӗсем сӗт комлексне тумашкӑн ял хутлӑхӗн тӗп планне улшӑну кӗртмелле маррине палӑртса сасӑланӑ. Ҫакна шута илсен ҫӳлерех асӑннӑ фирма ку тӑрӑхра нимӗнле производство та йӗркелеймӗ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Москакасси ялӗнче Эхветкасси ҫумӗнче сӗт комплексне тӑвас ыйтупа халӑх итлевӗ иртнӗ. Унта та ял-йыш Катай компанине строительство пуҫармашкӑн ирӗк памалла маррине каланӑ.