Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Елчӗк округӗнчи полицейскисем 77-ри хӗрарӑма ултавҫӑсене 14 миллион тенкӗ куҫарса парасран ҫӑлнӑ. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ.
Хӗрӗ амӑшӗ темшӗн пӑлханса ӳкнине асӑрханӑ та кун пирки полицие пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн участковӑй штаб инспекторӗпе пӗрле ун патне киле пынӑ. Анчах ватӑ хӗрарӑм вӗсене кӗртмен, ултавҫӑсем хушнипе питӗрӗнсе ларнӑ. Йӗрке хуралҫисем парӑнман, алӑка уҫма ӳкӗте кӗртнӗ.
Кинемей банка кайса 14 миллион тенкине хатӗрлесе хунӑ иккен. Анчах полицейскисем унӑн укҫи-тенки хӑрушлӑхра пулманнине ӗнентернӗ. Ҫапла вӗсем кинемейӗн 14 миллион тенкине ҫӑлса хӑварнӑ.
Хӗрӗ вара полицейскисене тав туса, хавхалантарма ыйтса ЧР шалти ӗҫсен министрӗн ячӗпе ҫыру ҫырнӑ.
