Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре пурӑнакансем темиҫе минутра Хӗл Мучи пуйӑсне билет туянса пӗтернӗ. Кун пирки МАХри «Первый чувашский» каналта 15 сехет те 42 минутра пӗлтернӗ. Билета вара 15 сехетре сутма пуҫланӑ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, билет хакӗ йӳнӗ пулман: 3 пин тенкӗрен пуҫласа 3,5 пин тенкӗ таран. Ашшӗ-амӑшӗ ҫавӑн пек хакпа билет туянма пултарни пурнӑҫ шайӗ лайӑххине пӗлтерет ӗнтӗ. Халӗ патшалӑх ачаллӑ ҫемьесене нумай пулӑшать: укҫа-тенкӗпе те, социаллӑ тӗрлӗ программӑпа та, шкул учебникӗсене те укҫа парса туянмалла мар.
Пурнӑҫ шайӗ ӳссе пынине кура ҫынсем хӑйсене савӑнтарма майсем те тупсах тӑраҫҫӗ. Мӗн тесен те чылай чухне пурнӑҫ укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать. Тата, паллах, сывлӑх кирлӗ.
Хӗл Мучи пуйӑсӗ Шупашкара раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче килсе ҫитӗ.
