Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче Уруков урамӗнче 33 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Арҫыннӑн кӗлетки ҫинче ӑна пусмӑрласа вӗлернине кӑтараткан йӗрсем пулнӑ. Ҫак тискер ӗҫе кам тума пултарнине ҫийӗнчех палӑртнӑ, 63 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл та Шупашкар хулинченех. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче арҫынсем Уруков урамӗнчи пӗр ҫурт подъезчӗ умӗнче хирӗҫсе кайнӑ. Вӗсем пӗлӗшне кӗвӗҫнипе вӑрҫӑннӑ-мӗн. Аслӑраххи кӗҫӗннине пуҫӗнчен мӑлатукпа темиҫе хут ҫапнӑ. Лешӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
