Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарни календарь ҫинче кӑна мар, хула урамӗсенче те паллӑ. Шупашкар хулинче Республика тӳремӗнче тӗп чӑрӑша лартма тытӑннӑ.
Республика тӳремӗнчи чӑрӑш – республикӑри чи ҫӳлли, вӑл 25 метр тӑршшӗ. Унӑн тимӗр каркасӗ ҫине 3 пин ытла турат ҫирӗплетеҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫак чӑрӑша 2015 ҫулта туяннӑ. Теттесемпе пӗрле кун валли хула хыснинчи 6,6 миллион текне тӑкакланӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр чӑрӑша чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче лартма тытӑннӑ. Кӑҫал вара – самай иртерех.
Аса илтерер: Шупашкарти кӳлмекре «Тухья» арт-объекта юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчех пуҫтарма тытӑнни пирки унччен сайтра пӗлтернӗччӗ.
