Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Канашри территорисен хушшинчи медицина центрӗнчи пациента санитари вертолечӗпе Республикӑри кардиологи диспансерне илсе ҫитерсе унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Тухтӑрсем арҫыннӑн инфаркт хыҫҫӑнхи кардиосклероза пула Морганьи-Адамса-Стокс приступӗсемлӗ чӗре чирӗ пулнине палӑртнӑ. Кун пек чир чухне ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлма минутсем кӑна кирлӗ. Арҫынна Канашран Шупашкар хулине санитари вертолечӗпе вӑхӑтра илсе ҫитерни унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май панӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Канашри медицина центрӗнчен вуннӑмӗш пациента вертолетпа Шупашкара илсе ҫитернӗ. Палӑртса хӑвармалла: санитари авиацийӗ «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлет.
