Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӳк уйӑхӗн 21-28-мӗшӗсенче Республикӑри онкологи диспансерӗнче арҫынсем валли уҫӑ алӑксен кунӗсем ирттереҫҫӗ. Унта лекес тесен тухтӑртан направлени илмелле мар. Ҫумра паспорт, ОМС полисӗ тата СНИЛС кӑна пулмалла.
Арҫынсен сывлӑхне тухтӑр-онколог тӗрӗслӗ. Кунсӑр пуҫне ПСА (простатспецифика антигенӗ) анализне пама май пулӗ. Анчах уҫӑ алӑксен кунне лекес тесен маларах 8 (8352) 62-02-88 номерпе шӑнкӑравласа е диспансерти регистратурӑна пырса ҫырӑнмалла.
Сӑмах май, ПСА анализне маларах ҫырӑнмасӑр та чӳк уйӑхӗн 16-26-мӗшӗсенче 10:00-13:00 сехетсенче (шӑматкун 8:00-11:00 сехетсенче) диспансерта пама пулать. Адресӗ: Шупашкар хули, Гладков урамӗ, 31-мӗш ҫурт, 308-мӗш пӳлӗм.
