Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ленинграда ирӗке кӑларнӑ ветеран 95 ҫул тултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.01.2019 06:34 | 1878 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Old-yar.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
Old-yar.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларнӑранпа паян 75 ҫитрӗ. Нумаях пулмасть Раҫсейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пирӗн тӑрӑхра 49 ветеран-блокадник пурӑннине пӗлтерчӗ.

Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларма хутшӑннисем кӑрлачӑн 24-мӗшӗ тӗлне11-ӗн пурӑнни паллӑ. Вӗсене «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ. «Блокадӑри Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале тивӗҫнисем 38 ҫын пурӑнаҫҫӗ.

Блокадӑри Ленинград нушине курнисенчен чи асли нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 100 ҫул тултарӗ. Вӑл республика тӗп хулинче тӗпленнӗ. Блокадӑри Ленинградра шӑп та лӑп 75 ҫул каялла ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан кинеми паян 75 ул тултарнӑ.

Ленинграда хӳтӗлеме хутшӑннисем е ҫав вӑхӑта тӳссе ирттернисенчен чылайӑшӗ, пурӗ 34 ҫын, Шупашкарта пурӑнать, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5-ӗн, Канашра — 2-ӗн, Улатӑр хулинче, Элӗк, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче — 1-ер.

#Муркаш районӗ, #Комсомольски районӗ, #Элӗк районӗ, #Улатӑр, #Канаш, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар, #статистика, #ваттисем, #Ункӑҫум, #Муркаш районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Шупашкар районӗ, #Елчӗк районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем