Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Депутата эрос теми аптӑратнӑ

Пулӑшу (Услуги) Сварка тата сантехника ӗҫӗпе пулӑшатӑп. Хакӗ — килӗшсе татӑлнипе.
Сутатӑп Пӑрамланӑ качака путеккисемпе пӗрле сутатӑп.
Паллашу Чиркӗве ҫӳрекен каччӑпа паллашатӑп. Хам ҫинчен: 38 ҫулта. Мускавра хваттер пур, ...
Таисия Ташней 18.04.2017 06:05 | 123 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш ӳнер музейӗнче Иван Дмитриевӑн «Эрос в творчестве Ивана Дмитриева: истоки, поиски, открытия» (чӑв. Иван Дмитриевӑн пултарулӑхӗнчи эрос: ҫӑлкуҫ, шырав, открыти) куравӗ уҫӑлнине Фейсбукри хӑйсен страницисенче Геннадий Иванов-Орков искусствовед та, «Советская Чувашия» хаҫатра культура тематикине ҫутатакан Рита Кириллова та пӗлтернӗччӗ.

Чӑваш ӳнер музейӗнче Иван Дмитриевӑн куравӗсем унччен те ӗҫленӗ. Рита Кириллова хыпарланӑ тӑрӑх, юбилея халалланисем, тематикӑллисем (пейзаж, натюрморт, автопортрет).

Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Александр Андреева (унта вӑл Шупашкар районӗнчен суйланнӑ) художникӑн эрос теми аптӑратнӑ. Вӑл музейри курава кайса курнӑ та ачасен ҫара ӳкерчӗкӗсем ӑна педофилие аса илтернӗн туйӑннӑ. Ҫавна май депутат республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ячӗпе ҫыру ҫырнӑ, курава хаклама ыйтнӑ.

Эльмек Иванӗ 1902 ҫулта Чӗмпӗр кӗпӗрнинче ҫуралнӑ. Пачӑшкӑ пулнӑ ашшӗ 1933 ҫулта тӗрмерен таврӑнсан ӑна Елчӗк районӗнчи Лащ Таяпари ял вӗҫӗнче пӳрт лартма ирӗк панӑ. Художник ӗҫӗсемпе ҫӗршыври тӗрлӗ музейре паллашма пулать.

#Культура министерстви, #пӑтӑрмахсем, #музейсем, #куравсем, #культура, #депутатсем, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Елчӗк районӗ, #Лащ Таяпа

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Алран кайми» курав тӗрӗ ӑстисемпе паллаштарать
2016, 05, 21
Енӗш Нӑрвашри музейра курав уҫӑлнӑ
2016, 12, 25
Чӑваш Енри туризма астивсе пахаланӑ
2017, 03, 13
Владимир Агеев кӑкӑрӗ ҫине министр медаль ҫакнӑ
2017, 03, 27
Депутатсем пукан пайлаҫҫӗ
2017, 04, 01

Комментари:

Ах! анчах // 3302.32.9241
2017-04-18 16:53
Кам мен шырать, савна тупать

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (30.04.2017)

23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org