Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов республикӑн Патшалӑх Канашне куҫассине, хулари «халӑх тарҫи» республика шайне ҫӗкленес шухӑшлине эпир маларах систернӗччӗ. Чӑн та, унӑн кандидатурине республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗнче ырланӑ. Константин Степанов чӑваш парламентӗнче вакантлӑ мандата кӑна мар, унти ӗҫ укҫиллӗ пукана та — вырӑнти хӑй тытӑмлӑх комитечӗн ертӳҫин ҫумӗн должноҫне — йышӑнасси пирки сӑмах ҫӳрет.
Анчах ҫак кунсенче тепӗр кӗтменлӗх сиксе тухнӑ. Либерал-демократсен партийӗн тепӗр пайташӗ, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Владислав Каширин, парти тытӑмӗнчи ҫак ҫӗнӗлӗхрен тӗлӗннӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, Степановшӑн сасӑлакансем сахалтарах пулнӑ. Мандата ҫавна кура валеҫмелле. Александр Белов журналиста вӑл лару-тӑрупа килӗшмесӗр суда ҫитес шухӑшлине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ Константин Степанов кандидатурине парти ертӳҫисем сӗннине пӗлтернӗ.