Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Золотая маска» (чӑв. Ылтӑн маска) премие тивӗҫесшӗн. Унта валли вӑл «Чёрная курица, или Подземные жители» (12+) спектакле суйласа илнӗ. Спектакле «Ылтӑн маска».
Спектакль маларах эксперт канашӗн али витӗр тухнӑ. Унччен ку ӗҫе ҫӗршыври чи лайӑх спектакльсенчен «Театр кукол» (чӑв. Пукане театрӗ) номинацире палӑртнӑ.
Унсӑр пуҫне спектакль IX Пысӑк ача-пӑча фестивалӗн йӗркелӳҫисен ятарлӑ парнине тата 500 пин тенкӗлӗх премие тивӗҫнӗ. Чӑваш Республики шайӗнче иртекен театр пултарулӑхӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗнче те палӑрнӑ. Унта ӑна «Чи лайӑх сценографи» суйласа илнӗ. Курганта иртнӗ «Мечта о полёте» фестивальте вара вӑл ӗҫ куракансен кӑмӑлне кайниее палӑрнӑ.
