Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Вячеслав Борисов ӗҫрен кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 25.11.2026 21:11 | 17 хут пӑхнӑ
Политика
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Паян, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов ӗҫрен кайнӑ. Вӑл те – хӑйӗн ирӗкӗпе.

Сӑмах май, пӗр эрне каялла кӑна вӑл республика умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн награда илнӗ, паян ав отставкӑна кайнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Вячеслав Аркадьевич Элтепер администрацине 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ. Унччен, 2008 ҫултанпа, УФАСӑн Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ пулнӑ. Тата маларах вара, 2000-мӗш ҫулсенче, ЧР пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ тата транспорт министрӗ пулнӑ.

Пӗр эрне каялла, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Вячеслав Борисов отставкӑна каясси пирки ҫавӑн чухнех сас-хура тухнӑ.

Хӑш-пӗр даннӑй тӑрӑх, ун вырӑнне хальхи вӑхӑтра республика пресьер-министрӗн, Раҫҫей президенчӗн Чӑваш Ери тулли праваллӑ элчин должноҫӗнче ӗҫлекен Алексей Ладыков йышӑнӗ.

#политика, #ӗҫ вырӑнӗсем, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем