Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи музейра Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунӗ тӗлне, вӑл ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулчӗ, «Алран кайми» курав йӗркеленӗ. Ӑна музей кӑҫалхи Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне те халалланӑ.
Ял историйӗн тата культурин музейӗ шутланаканскер экспонатсемпе пуян пулин те коллекци вӗҫӗмех пуянланса пырать. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аваллӑх управҫипе паллашма пыракансем те ҫулсерен йышланса пыраҫҫӗ.
Куравсене те ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗнтерӳ йывӑҫҫи» ятлине йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне «Мухтавлӑ халӑхӑн аслӑ ҫӗнтерӗвӗ», «Сталининградшӑн кӗрешнисем», «Ялӑн паллӑ ҫыннисем» стендсем йӗркеленӗ. «Алран кайми» ятлине ял ҫыннисен тӗррисене пухнӑ.