Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне тӗрлӗ программӑпа палӑртӗ. Йӑлана кӗнӗ концертсемпе куравсемсӗр пуҫне ҫӗнӗрен ҫӗнӗ мероприятисем кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче «Ҫӑлтӑрпа зарядка» йышшисем пурнӑҫа кӗнӗччӗ. Мускаври артистсем килнине те хула ҫыннисем хӑнӑхса ҫитрӗҫ пулӗ. Кӑҫалхи уявра джигитовка кӑтартма палӑртнӑ. Вӑл мероприяти ҫурлан 16-мӗшӗнче тӗп хулари Амӑш палӑкӗ умӗнчи лаптӑкра иртмелле. Юланутҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе ҫав кун 16 сехетре паллаштарӗҫ.
Шупашкар районӗнчи «Заимка» турист комплексӗ ҫумӗнчи «Отрадный» лаша спорчӗн клубне ҫӳрекенскерсем Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ. Клуб пайташӗсем — 10 ҫултан пуҫласа 25 ҫул таранчченхи хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм ҫӳрет.