Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗн пуҫлӑхӗ Федор Волков паян Шупашкарта инкеке лекнӗ. Унӑн машини тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-ши. Тепӗр енчен, урапа хӑй тӗллӗн чупмасть те...
Инкек республикӑн Правительство ҫуртӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ ҫул ункинче сиксе тухнӑ. Инкеке лекнӗ машинӑсенчен пӗри – «BMW X6» маркӑллӑ урапа-мӗн. Унӑн номерӗ – A777TA 21RUS. Ку БМВна Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗ ячӗпе ҫыртарнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх хуралӗнче вӑл урапа ҫул-йӗр правилине час-часах пӑсать, ун валли саккун ҫырман пуль тата ҫавӑн йышши тем тӗрлӗ сӑмахпа ҫынсем унччен тӑтӑшах хӑртатчӗҫ. Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗ ячӗпе ҫыртарнӑ урапа ҫул-йӗр правилине пӑснине ӗнентерме тесе видео вырнаҫтаракан та тупӑннӑччӗ.