Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Йӗпрем ялӗнче «Йӑх кунӗ» пулнӑ. Ӑна пуҫараканӗсенчен пӗри — Алексей Львов.
Алексей Николаевич тӑванӗсене пӗрле пуҫтарма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисемпе йӑх йывӑҫне икӗ уйӑх хатӗрленӗ. Унтан пурне те шӑнкӑравалса пӗлтерме тытӑннӑ, тӗлпулу вӑхӑтне тата вырӑнне палӑртнӑ.
Ялта та пулас уяв пирки калаҫма тытӑннӑ. Уяв кунне чылайӑшӗ кӗтнӗ. Алексей Николаевич каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫынсем хӑйсен йӑхне, тӑванӗсене асра тытччӑр тесе уяв йӗркелеме шутланӑ.
Уява ял хӗрринче лапамра ирттернӗ. Унта сцена хатӗрленӗ, сӗтел лартнӑ. Чылай тӑван пӗр-пӗрне пӗрремӗш хут курнӑ. Унта 250 ҫын пухӑннӑ. Хӑнасем Шупашкартан, Хусантан, Мускавран, Владивостокран килнӗ.
Уявра ҫак кунччен пурӑнса ҫитерейменнисене, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене аса илнӗ. Йӗпремсем кунашкал тӗлпулӑва йӑлана кӗртесшӗн.