Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чаккинчи ҫурт Байкал хутлӑхӗнчисене те кӑсӑклантарать тесе пӗлтерет Надежда Смирнова хаҫатҫӑ.
Инҫет ҫӗртен асӑннӑ ялти Людмила Данькова килне курма ҫитнӗ. Ҫав хӗрарӑм мӑшӑрӗн ҫывӑх ҫыннисенчен юлнӑ еткерлӗхе — авалхи ӗҫ хатӗрӗсене, йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ япаласене, куллен-кун усӑ куракан савӑт-сапана тата ыттине те — упраса хӑварнӑ. 2007 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗнче, хӗрарӑм «Сире кӗтекен ҫурт» музей-ҫурт уҫнӑ.
Аваллӑхран юлнӑ япаласене вите, сарай пулнӑ хуралтӑсенче вырнаҫтарнӑ. Кашнин алӑкӗ ҫине чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла ӑнлантарса ҫырнӑ.
Ҫак кунсенче вара музей-ҫуртпа Байкал хутлӑхӗнче пурӑнакансем паллашнӑ. Инҫетри хӑнасемшӗн, Нарат Чаккине хӗсметре пӗрле тӑнӑ юлташӗ патне килсе ҫитнӗскерсемшӗн, чӑвашсен авалхи йӑли-йӗрки, япалисем, уйрӑмах асамлӑ тӗрри, питӗ кӑсӑклӑ пулнӑ.