Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кипечкасси ялӗнче те пысӑк уяв иртнӗ. Унти халӑх та ял уявне паллӑ тунӑ. Кӑҫалхипе вӗсем ӑна ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ.
Чи малтанах сцена ҫине ялти сумлӑ ватӑсене кӑларнӑ. Вӗсем чӑвашсен йӑлине пӑхӑнса «Асран кайми аки-сухи» юрра шӑрантарнӑ. Унтан хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ, килте вӗретнӗ сӑрапа сӑйланӑ.
Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кудряшов, ЧР салтак амӑшӗсен комитечӗн председателӗ Лариса Егорова тата депутатсем ентешӗсене ҫак уявпа саламласа нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Уява Элӗк районӗнчи Тушкасси ялӗнчи «Ҫутӑ ӗмӗт» эстрада ушкӑнӗ килнӗ. Атӑлъялӗнчи «Ҫамрӑк хунавсем» те юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Самай пӗрӗхекен ҫумӑр кипечкассисене хӑратман. Уявра хуран яшкипе сӑйланнӑ вӗсем, тулли сӗтел хушшине ларса савӑннӑ.
Сӑнсем (7)