«Ирӗклӗх» чӑваш организацийӗ Чӑваш Республикинче пурӑнакан ҫынсен паспортӗнче чӑвашла ҫырнӑ вкладыш тума ыйтнӑ.
Ҫакна вӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ячӗпе янӑ. Авторӗсем Раҫҫей саккунӗ наци республикинче паспорт вкладышӗнче республика гербне, тӑван чӗлхепе информаци ҫырма ирӗк панине палӑртнӑ.
«Ирӗклӗх» хастарӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкалли Тутарстан Республикинче, Пушкӑрт Республикинче тата Якутире пур-мӗн. Вӗсем ӑна Чӑваш Енре те тутарасшӑн.
Пуҫаруҫӑсем вкладыша тӑватӑ страницӑллӑ тума сӗнеҫҫӗ. Унта республика гербӗ, паспорт панӑ вырӑн, ҫын пирки информаци пулмалла. Ҫакна йӑлтах чӑвашла ҫырмалла.
Палӑртмалла: хастарсем хӑш наци ҫынни пулнине палӑртакан йӗрке тума ыйтмаҫҫӗ. Анчах хӑш-пӗр республикӑра ҫакна тавӑрма ыйтнӑ-мӗн.