Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш чӗлхе эрни Трак тӑрӑхӗнче ӑнӑҫлӑ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.04.2010 21:26 | 1788 хут пӑхнӑ

Пирӗн республикӑра, ҫав шутра Трак тӑрӑхӗнче те И.Я. Яковлев Аслӑ Вӗрентекенӗмӗре сума суса тата Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ туса чӑваш чӗлхи эрни иртрӗ. Красноармейски пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан иккӗмӗш шкулта та чӑваш чӗлхи эрни ӑнӑҫлӑ иртсе кайрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх символики кунне, Чӑваш Республикине туса хунӑранпа 90 ҫул, Красноармейски (Трак ен) йӗркеленнӗренпе 75 ҫул, Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине тата Вӗрентекен ҫулталӑкне халалларӗҫ.

Чӑваш чӗлхи эрнинче И.Я. Яковлев Аслӑ Вӗрентекенӗмӗре халалласа урок презентацисем иртрӗҫ. Кунсӑр пуҫне шкулта илемлӗ вулакансен конкурсне, сӑвӑ ҫыракансен тупӑшӑвне, ҫемье гербне ӳкерес енӗпе ӑста ачасен пултарулӑх конкурсне, чӑвашсен паллӑ поэтессипе Раиса Сарпипе тӗл пулу йӗркеленӗ.

Эрне чӑваш сӑмахлӑхне, юрри-ташшине тата сӑвви-кӗввине юратакан ачасен пултарулӑх уявӗ-концерчӗпе вӗҫленчӗ. Концерта чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗрентекенсен пултарулӑх ушкӑнӗ (ертӳҫи - Михайлов В.М.) йӗркелесе пычӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

#Красноармейски, #чӑваш чӗлхи, #Чӑваш чӗлхе эрни, #Кросноармейски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем