Икӗ теҫетке ҫул хушшинче «лазерлӑ» двигатель Альфа-Центавра патне ҫитерме пултарӗ. Кун пирки Санта Барбарӑри Калифорни университетӗнчи ӑсчахсем каланӑ пулать. Вӗсен шухӑшӗпе лазерлӑ излученийӗн хӑвачӗ питӗ вӑйлӑ.
Ӑсчахсем Deep-In хӑвӑртлатакан механизм ӑсталанӑ пулать, вӑл нумай-нумай питӗ пӗчӗк лезерсенчен тӑрать. Лазер пайӑркипе усӑ курса космос парӑсӗ ҫине витӗм кӳме пулать иккен. Ҫав витӗмпе вара хальхи космос карапӗсен хӑвӑртлӑхне самай — пин хут таран — ӳстерме пулать имӗш. 4,3 ҫутӑ ҫулталӑкне (выр. световой год) 20 ҫул хушшинче ҫитме май пур имӗш.
Ӑсчахсен шухӑшӗпе ку технологипе Марс патне вӗҫнӗ май усӑ курма пулать. Унашкал вӗҫев аппаратне кӳршӗлле планетӑна ҫитме 3 кун кӑна кирлӗ пулӗ теҫҫӗ. 10 тонна таран тиесен 30 кун кӑна кирлӗ пулӗ.
Ҫитменлӗхӗ те пур: система карапа хӑвӑртлатать кӑна, чармалли май пирки пуҫ ватаҫҫӗ кӑна имӗш.