Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: ЧПУ студенчӗсем Хусан университетӗнче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.04.2010 19:04 | 1513 хут пӑхнӑ

ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ Хусан университетӗнчи тутар филологийӗпе истори факультечӗпе туслӑ ҫыхӑнура пулни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Профессорсемпе преподавательсем пӗр-пӗрин ҫитӗнӗвӗсемпе паллашсах тӑраҫҫӗ. Ҫулсеренех иртекен конференцисенче студентсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Акӑ, нумай пулмасть чӑваш студенчӗсем Хусанта конференцире пулчӗҫ. Кӑҫал ӑна тутарсен паллӑ ҫыравҫи, литературовечӗ, критикӗ, тутар литература кафедрин доценчӗ пулнӑ Мухамет Магдиев ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. 12 студент 5 секцире тухса калаҫрӗ. Вӗсем — Р. Тимофеева, Н.Блинова, С.Хвасева, Д.Ефимов, М.Паймурзина, А.Николаева, З.Флегонтова, С.Садовникова, Т.Ефремова, О.Иванова, С.Чернова, Т.Галкина.

 

Студентсене Хусан университечӗ епле йышӑнни те, конференци мӗнле иртни те питӗ килешрӗ. Тутар чӗлхипе «чӗррӗн» паллашма, кӳршӗри халӑхӑн наци туйӑмӗ ҫӳллӗ шайрине туйса илме пултарчӗҫ вӗсем. Хусан, удмурт студенчӗсен доклачӗсене итлесе хӑйсемшӗн нумай ҫӗнӗлӗх илчӗҫ. Кӑсӑкли те кирли чылайччӗ вӗсенче.

Кунашкал мероприятисен пӗлтерӗшӗ пысӑк. Юнашар республикӑсенчи ӑслӑлӑх лару-тӑрӑвӗпе интересленмесен пирӗн аталану пӗр енлӗ ҫеҫ пулӗччӗ. Ку, паллах, ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума чӑрмав кӳрет. Ҫавӑнпа май пур таран ытларах пӗлме, курма, итлеме тӑрӑшмалла. Пӗр вырӑнта чарӑнса лармалла мар. Студент ҫулӗсенче пухнӑ опыт малашне те кирлӗ пулатех пире. Конференцисемпе олимпиадӑсенче пултарулӑха кӑтартни кӑна мар, тавракурӑма анлӑлатни те паха. Ҫавӑнпа студентсене ӑнӑҫу, тӳсӗмлӗх, ӗҫченлӗх, вичкӗнлӗх сунас килет. Наука ани анлӑ, унта тӗпчемелли, хакламалли кашнийӗн валлиех ҫитет.

 

Иванова Ольга (Австрийская), 3 курс студенчӗ.

#Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Хусан

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем