Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫынна наркотик таврашӗпе суту-илӳ тӑвакан чылай ҫын пекех пысӑк укҫа хӑвӑрт туса илме ӗмӗтленнӗ. Маларах та вӑл суту-илӳпе аппаланнӑ-ха, анчах наркополицейскисен аллине ҫакланайман. Хальхинче вара лекнӗ-лекнех.
Ҫамрӑк епле пурӑннине йӗрке хуралҫисене Наркотӗрӗслевӗн «шанчӑк телефонӗ» ҫине шӑнкӑравласа ҫынсем пӗлтернӗ хыҫҫӑн сӑнама тытӑннӑ. Амфетамин ятлӑ синтетикӑлла япалана (ӑна вӑл гаражра упранӑ) черетлӗ хутчен сутма тӑнӑ чух ӑна тытса чарнӑ. Гаражра хайхи япала чуста янӑ хутаҫра упраннӑ. Вӑл унта 400 грамм пулнӑ. Ку вӑл питӗ пысӑк виҫе шутланать. Тавара виҫмелли тараса та гаражрах выртнӑ.
Халӗ ҫамрӑк арҫынна ӗмӗрлӗх хупас хӑрушлӑх пур. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ, тӗпчев пынӑ вӑхӑтра хӑйне хупса та хунӑ.