Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче «Чӑваш вӑййи» уяв иртнӗ. Унта шкулта вӗренекенсем чӑвашсен тумӗсемпе пынӑ. Ҫавӑн пекех унта вӗрентекенсем, ял ветеранӗсем, хӗрарӑмсен канашӗн хастарӗсем, Канаш районӗнчи Катек ялӗнчи шкул ачисем, Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.Г.Федоров, Йӗпреҫ районӗнчи ЧНК уйрӑмӗн ертӳҫи В.А.Марушев тата ыттисем пулнӑ.
Хӑнасем умне Пучинкери ӳнер шкулне ҫӳрекен ачасен пултарулӑхне кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех ветерансен, хӗрарӑмсен канашӗн хастарӗсен, чӑваш апат-ҫимӗҫӗн куравӗсене йӗркеленӗ.
Хӑнасем Пучинке шкулӗнче сӑнав мелӗпе «Чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗрки» проекта пурнӑҫа кӗртессипе лайӑх ӗҫленине курнӑ.
Пучинкере чӑвашсен вӑйӑ карти илемлӗн курӑннӑ. Унта юрӑ-ташӑ, шӳт, такмак пулнӑ. Шкул ачисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Ҫамрӑксем такмак каланӑ.
Пучинкере чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшаҫҫӗ.