Суйлав ҫывхарать тесе кам мӗн кӑна тума хатӗр мар-ши ӗнтӗ! Шупашкарта суйлав умӗнхи хура технологисем кӗрсе пыма тытӑнни пирки Чӑваш патшалӑх телекуравӗпе радиокомпанийӗ пӗлтерет.
Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ хитре щитсене халӑх уйрӑмах йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче касса пӗтернӗ иккен, хӑшӗсене сӑрӑпа вараланӑ. Шупашкар тӑрӑх тӳре-шара инспекци пухсах ҫӳренӗ те вандалсем пур плаката та тӗкӗнменнине асӑрханӑ.
Акӑ, Мир проспектӗнчи тата «Шупашкар» пасар патӗнчисенех илсен те ҫапла пӗтӗмлетме май килнӗ иккен. Сӑнсене тискерлетес тӗллев лартнисем плакатсене сиен кӳнипех ҫырлахман, унта ӳкернисене те сӑнсӑрлатнӑ-мӗн. «Мадагаскар» суту-илӳпе кану комплексӗ патӗнчи ҫавӑн пек плаката хула службисем комисси пырасса кӗтсе тӑман — пуҫтарса илнӗ.
Плакатсене ҫу уйӑхӗн каҫхине хур туса ҫӳренӗ имӗш. «Антей сервис» компанин ӗҫ тӑвакан директорӗ Наталья Ванеркина Олег Ялугинпа иккӗшӗн сӑнне йӑлтах касса илни пирки пӑшӑрханса пӗлтернӗ. Ялугин ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен пӗрлешӗве ертсе пырать.