Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Кӑркӑстанра каллех пӑлхану

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 08.04.2010 11:45 | 1974 хут пӑхнӑ
Бишкек хулинче @AFR сӑнӳкерчӗкӗ
Бишкек хулинче @AFR сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑркӑстанра каллех ҫапӑҫаҫҫӗ. Влаҫри ҫынсен шухӑшӗпе килӗшмен пин-пин ҫын Бишкек хулинче алхасать. Тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх Кӑркӑстанӑн тӗп хулинчи чылай патшалӑх ҫуртне аркатнӑ, вӗсем пӑлханакан халӑх аллине лекнӗ. Тӗп прокуратура ҫуртӗнче тата, ҫавӑн пекех, налук хӗсмечӗн ҫуртӗнче тухнӑ пушар пирки те пӗлтеретчӗҫ.

Влаҫа хӑй аллине илнӗ оппозици хальхи вӑхӑтра халӑх шанакан правительсво йӗркеленӗ. Ӑна ертсе пыма Роза Отунбаевӑна шаннӑ. Ҫар пӑлхавҫӑсем енне куҫнӑ.

Пӑлхав Таласра (Кӑркӑстанри хула) пуҫланнӑ. Акан 6-мӗшӗнче кунта вырӑнти влаҫпа килӗшмен ҫынсем пухӑнса ҫӗнӗ губернатора суйлама сӗннӗ. Халӑх саланманнине кура милици вӗсене вӑйпа хӑвалама шутланӑ. Ӗҫӗ тухман — пӑлхавҫӑсем хӑйсем хула администрацийӗн ҫуртне ярса илнӗ. Каярах, Бишкекра опозициллӗ ҫынсене хупма тытӑнсан, пӑлхав тӗп хулана та куҫнӑ.

 

Курманпек Бакиев хальхи вӑхӑтра ӑҫта пулни паллӑ мар. Маларах вӑл Казахстана тарни пирки пӗлтеретчӗҫ те, каярах Ош хулине куҫни ҫинчен информаци тухрӗ. Хӳтлӗх министрӗ те унпа юнашар тетчӗҫ, сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх президент майлӑ ҫынсене хӗҫ-пӑшал та салатнӑ. Ош хули те пӑлхавҫӑсен аллине куҫнӑ хыҫҫӑн президента унта тупман.

 

Пӑлхавра ҫак самант тӗлне 400 ҫын ытла аманнӑ, 60 ытла ҫын вилнӗ. Пӑлханакан халӑх вӗсен хуйхи-суйхишӗн хӑваласа янӑ влаҫа айӑплать. Кун пирки вӗсен пуҫӗ Роза Отунбаева пӗлтернӗ.

#пӑлхавсем, #тӗнчере, #Кӑркӑстан

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/kg/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем