Ӗнер Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Евгений Юшин Бронислав Гузовской ячӗпе лартнӑ палӑк умне чечек хума хутшӑннӑ. Мероприятие Чӑваш Енри паллӑ вӑрманҫӑ ҫуралнӑранпа 155 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Министр тивӗҫне пурнӑҫлакансӑр пуҫне унта асӑннӑ министерствӑн, Чӑваш Енри вӑрмансене хӳтӗлекен центрӑн, Хӗвелтухӑҫ Европа вӑрманӗсен сӑнав станцийӗн, «Сӑрҫум» заповедникӑн, Республикӑри вӑрман музейӗн ӗҫченӗсем тата вӑрман отраслӗн ветеранӗсем хутшӑннӑ.
Бронислав Гузовскоя ӗҫтешӗсем юманлӑха ӗрчетме пӗлнишӗн уйрӑмах хакланӑ. Унӑн тӗпчевпе практика ӗҫӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи юманлӑхсене ешерттерме пулӑшнӑ. Вӑл ертсе пынипе 1896–1913-мӗш ҫулсенче Атӑлӑн сылтӑм енче, Ильински вӑрман хуҫалӑхра, 1150 ытла гектар ҫинче юман лартнӑ. Паянхи куна ҫав йывӑҫ унта 350 гектар ытла упранса юлнӑ. Вӑл территори хальхи вӑхӑтра уйрӑмах упрамалли ҫут ҫанталӑк территорийӗ шутланать.
Сӑнсем (7)