Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗсен 2014 ҫулхи декларацийӗсене пичетленӗ.
2013 ҫулта чи пысӑк укҫа ӗҫлесе илекенни «Тус» строительство фирмин ертӳҫи Николай Угаслов пулнӑ. Ун чухне вӑл ҫулталӑкра 30,3 миллион тенке яхӑн тупӑш илнӗ. «АККонд» акционерсен уҫӑ обществин гендиректорӗ Валерий Иванов та чухӑн мар: 2013 ҫулта вӑл 16,3 миллион тенкӗ ӗҫлесе тунӑ. Чӑваш парламенчӗн вице-спикерӗ Олег Мешков тата «Элара» АУОн пуҫлӑхӗ Андрей Углов тупӑшӗ 14,5 тата 14,2 миллион тенкӗпе танлашнӑччӗ. Пысӑк укҫаллӑ вунӑ депутат шутне ҫавӑн пекех «Энергозапчасть» АУО пуҫлӑхӗ Юрий Шлепнев, «Орион» АУО пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов, «Межрегионгаз-Чебоксары» пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов, «Хлеб» АУО пуҫлӑхӗ Елена Бадаева, «Трактор савучӗсем» концернта тӑрӑшакан Сергей Щетников, Чапаев ячӗллӗ савут пуҫлӑхӗ Михаил Резников лекнӗччӗ.
Иртнӗ ҫул Николай Угаслова унчченхиллех ӑнман темелле. Вӑл пӗлтӗр 1,1 миллион тенкӗ кӑна ӗҫлесе илейнӗ. Анчах ыттисен тупӑшӗ е пачах та пӗчӗкленмен, е пысӑкланнӑ та. Маларах асӑннӑ Валерий Иванов пӗрчӗн-пӗрчӗн пухса пӗлтӗр 14 миллиона яхӑн тенкӗ пуҫтарнӑ, Олег Мешков — 14,5 миллион, Андрей Углов — 14,2 миллион, Юрий Шлепнев — 11,6 миллион, Владимир Михайлов — 10,1 миллион, Кияметдин Мифтахутдинов — 7 миллиона яхӑн, Елена Бадаева — 11,1 миллион, Сергей Щетников — 8,9 миллион, Михаил Резников — 9,7 миллион.