Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн сайчӗ Чӑваш Енре тупнӑ тӗлӗнмелле япала пирки пӗлтерет. Республикӑра мамонт шӑммине тупнӑ. Вӑл 10 пин ҫул каяллахи тесе палӑртаҫҫӗ.
Мамонт шӑммине археологсем мар, Шупашкарти строительство фирмисенчен пӗрин ӗҫченӗсем тупнӑ. Тӗплӗнрех каласан, ӑна фирма ӗҫченӗ Андреф Михайлов тупнӑ.
Вӑл мамонт шӑммине юханшыв хӑйӑрне уйӑрнӑ чухне асӑрханӑ. Шӑмӑ тухсан тимлӗрех пӑхнӑ — вӑл ахальли пек туйӑнман.
Унтан ӗҫченсем ҫакна тӗплӗнрех пӗлекен ҫынсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем авалхи «пурлӑха» тупнине пӗлсен ӑна музее парнеленӗ.
Чӑваш наци музейӗнче авалхи истори секторӗн заведующийӗ Александр Волков ку мамонтӑн пӗҫӗ патӗнчи шӑмми пулнине, вӑл 10 пин ҫул каяллахи пулнине палӑртнӑ.