«Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗн ӗҫченӗсем ӑҫта кирлӗ унта йӑваланса выртакан кантӑк кӗленчене перес темен. Вӗсем унран илемлӗ япаласем ӑсталама май пуррине ӑнланса илнӗ май «Тумлантарнӑ» тара» пултарулӑх конкурсӗ йӗркеленӗ.
«Кӗленчере мӗн пуррине пушатнӑ хыҫҫӑн ӑна ҫӳп-ҫап витрине переҫҫӗ. Анчах эпир кантӑк тарӑран хӑпма васкас темерӗмӗр. Ӑна иккӗмӗш пурнӑҫ кӳме шут тытрӑмӑр», — тенӗ иккен наци паркӗн сайтӗнчи хыпарта.
Ҫапла вара вӑрман ӗҫченӗсем пултарулӑх конкурсӗ йӗркеленӗ. Кантӑк кӗленчене ӳнер произведенине ҫавӑрма ӑста маттурсем унта 400 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Чи илемлисене «Кантӑк тара валли мода приговорӗ» куравра кӑтартаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене тата вӗсен ӗҫӗсене наци паркӗн сайтӗнче ҫырса тухӗҫ.