Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш чӗлхи эрни пуҫланнӑ ятпа юмах ҫырма хӑнӑхрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 21.04.2015 22:25 | 1964 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Юмах ҫыракан ачасем
Юмах ҫыракан ачасем

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи вулавӑшӑн ача-пӑча уйрӑмӗнче иккӗн тӑрӑшаҫҫӗ: Алина Михеева — 2008 ҫултанпа, Валентина Падюкова 1981 ҫултанпа ачасене кӗнеке юратма пулӑшаҫҫӗ. Библиотекӑра Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкне, Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унтах хаҫат-журнал тата ачасем юратнӑ кӗнекесем вырнаҫнӑ.

Чӑваш чӗлхи эрни пуҫланнӑ ятпа «Солнышко» (чӑв. Хӗвелпи) ача пахчинчи аслӑ ушкӑна ҫӳрекенсем Людмила Утриванова тата Зоя Беспалова ертсе пынипе вулавӑша ҫул тытнӑ. Ачасем хаваспах ача-пӑча кӗнекисемпе паллашрӗҫ. Галина Зотова пӗчӗккисем валли юмахсем хайлама кӑмӑллать, унӑн юмахӗсем 4 кӗнекере пичетленнӗ. Вӑл ачасене хӑйӗн темиҫе юмахӗпе паллаштарнӑ: «Ҫынран ан кул» тата «Айван кушак ҫури» юмахсем ачасене килӗшрӗҫ. Кӑҫал вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 70 ҫул тултарнӑ май ачасене «Асатте» ятлӑ юмах ҫырма сӗнчӗ.

«Аслашшӗ вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ, алӑри снаряд ванчӑкӗ ҫанталӑк улшӑннине сисет: тӳрех сурма пуҫлать...» — ҫапларах пуҫласа парсан ачасем пурте пӗрле аслашшӗн чирне ирттерсе ямалли мелсем шырама пуҫларӗҫ. Малтанах ӑна пӗр-пӗринпе тупӑшсах ырӑ, мухтавлӑ сӑмахсем парнелерӗҫ. Унтан парнесем шырама пуҫларӗҫ: ӳкерчӗк, чечек, йывӑр ӗҫ тума пулӑшрҫ. Ура ҫине тӑрсах «Бравые солдаты» тата «Защитники Отечества» юрӑ юрласа парсан асаттен суранӗ ыратма чарӑнчӗ. Аслашшӗ ачасене хӑйне пулӑшнӑшӑн пурне те, уйрӑмах Никитӑна, Богдана, Майӑна тата Димӑна тав тӑвать. Ҫӗнтерӳҫӗ салтак пурне те телей сунать.

Тӗлпулу хыҫҫӑн ачасем пурте пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗҫ.

Сӑнсем (10)

#Хӗрлӗ Чутай, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #вулавашсем, #Литература ҫулталӑкӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем