Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Василий Ржанов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.04.2015 18:55 | 1932 хут пӑхнӑ
Персона Василий Ржанов ҫыравҫӑ
Василий Ржанов ҫыравҫӑ

Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Василий Ржанов ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине асӑнса каҫ ирттернӗ. Вӑл драма хайлавӗсем кӑна мар, фельетонсем те, очерксем те, статьясем те ҫырнӑ.

Василий Ржанов — чӑваш драматургӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл Ленинградри театр институтне вӗренсе пӗтернӗ. «Союзпечать» организацин республикӑри уйрӑмӗнче, «Красная Чувашия» хаҫат редакцийӗнче, Чӑваш АССР Совнаркомӗ ҫумӗнчи искусство енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗнче, «Советская Чувашия» хаҫат корреспондентӗнче, Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче, Мире хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен чӑваш комитечӗн яваплӑ секретарӗнче ӗҫленӗ.

Асӑну каҫне СССР халӑх артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ преми лауреачӗ Вера Кузьмина, «Хыпар» издательство ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Валерий Туркай, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Иван Христофоров, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Михаил Кондратьев, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи Денис Гордеев тата ыттисем хутшӑннӑ.

#литература музейӗ, #музейсем, #юбилейсем, #культура

 

Комментари:

Agabazar // 1677.02.0449
2015.04.07 00:13
Agabazar
Совет Союзӗн Геройӗ ята илме тӑратнӑ пулнӑ ӑна. Илеймен. Ун пеккисем чӑвашсем хушшинче татах та пур. Чылайӑнах. Сӑмахран, Вӑрмар районӗнчи Чупайран тухнӑ лётчик-бомбардировщик Никита Зарубин. Кам ҫак ыйтупа татах интересленет, Йӗпреҫре пурӑнакан Геннадий Кузнецов журналистран ыйтса пӗлме пултаратӑр. Кӑмӑлӗ пулсан, тен, каласа парӗ.
Agabazar // 1677.02.0449
2015.04.07 00:13
Agabazar
Совет Союзӗн Геройӗ ята илме тӑратнӑ пулнӑ ӑна. Илеймен.
Илле // 3035.94.7765
2015.04.07 07:17
Васлей тете 90 сулсен пусламашенче Таван Аталта пичетленне манан Чавашсем чамартанар статья эпиграфне сиреплетсе ала пусса паначче ТАВАХ АНА УНШАН Вал унта хайне ПХК хесметсиссем Петер Хусанкай сыравесем весне ЧЧ лартни пирки ыйтса тепчени пирки каласа паначче ЧАВАШСЕМ ЧАМАРТАНАР йыхрав ун чухнех империалистсен сехрине хапартна
Николай Терентьев драматург вара Советская Чувашия хасатра Чавашсен мен тума чамартанмалла тесе питлетче 90 сулсен пусламашенче Сав вахатра Васлей тетен сак есе ман статтьяна пичетлесе каларма пулашначче унсаран пичетлемессе те пултарна

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем